Кервен Василий Гаврилович

Кервен Василий Гаврилович (чăн хушамачĕ Кошкин, 1949, нарăс, 18, Упамса ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи.

Василий Кервен
Çуралнă чухнехи ят: Кошкин Василий Гаврилович
Çуралнă вăхăт: 1949, нарăс, 18
Çуралнă вырăн: Упамса ялĕ, Патăрьел районĕ Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2014
Жанр: поэма, сăвă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1987 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1999 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ[1].

Пурнăçĕ тӳрлет

1949 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкул хыççăн çарта пулнă, унтан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. «Пионер сасси» хаçатăн тата «Хатĕр пул» журналăн редакциĕсенче ĕçленĕ. Чăваш АССР ÇП литконсультанчĕ пулнă. Халĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Сăввисемпе поэмисем çак кĕнекесенче пичетленнĕ:

  • «Туйăм» (1982);
  • «Хĕври хĕвел» (1987);
  • «Ырă хыпар» (1991);

Вуламалли тӳрлет

  • Айдаш, Ю. Сумлă шухăш, янравлă чĕлхе / Ю. Айдаш // Чăваш ен. – 1999. – 20–27 пуш (№ 11). – С. 5.
  • Айдаш, Ю. Чун çырăвне вулаттарать поэт... / Ю. Айдаш // Тăван Атăл. – 1999. – № 2. – С. 49–50.
  • Василий Кервен // Çилçунат. – 1999. – № 1–2. – С. 15.
  • Кервен, В. Г. Çыравçă – вăхăт тÿри / В.Кервен ; И.Чермаков калаçнă // Хыпар. – 1999. – 18 нарăс.
  • Кервен, В. «Турă мана çынна усал тăвас кăмăл уйăрса паманнишĕн хама телейлĕ теме пултаратăп» / В. Кервен ; Л.Филиппова калаçнă // Тантăш. – 1999. – 18 нарăс (№ 8). – С. 4. – Сăн ÿкерчĕк пур.
  • Киданов, В. Упамса сăвăçи / В.Киданов // Авангард (Патăрьел р–нĕ). – 1999. – 20 нарăс.
  • Романов, Б. Пурнăç тĕррисем / Б. Романов // Ялав. – 1982. – № 8. – С. 32.
  • Чермаков, И. «Этемлĕх, таврăн çын патне!» / И. Чермаков // Ялав. – 1999. – № 7. – С. 86–91.
  • Исмуков, Н. Василий Кервень / Н. Исмуков // Студен. вестн. – 1999. – Апр. (№ 15).

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет