Касимов ханлăхĕ

Касимов ханлăхĕ (тут. Касыйм ханлыгы, выр. Касимовское ханство) — Вăтам ĕмĕрсенчи феодаллă патшалăх (1452—1681), Ылтăн Урта арканнăçем пулса кайнăскер. Тĕп хули — Касимов. Никĕслекенĕ — Улуг-Муххамед ывăлĕ Касим ( 1452—1469-мĕш çулсенче пуç пулса тăнă).

Касимов ханлăхĕн картти

Истори[1]

тӳрлет

Ылттăн Урта арканнăçем Хусан ханлăхĕ никĕсленет. Унăн пуçлăхĕ Улуг-Муххамед формаллĕ майпа Мускав патшалăхĕн сюзеренĕ пек те шутланнă. Тепĕр енчен, Мускав князĕ Иккĕмĕш Василий "Тĕксĕмми" 1445-мĕш çулта хусансене тыткăна лекет. Кнеçĕн, хăйне тыткăнран хăтарнăшăн тата вăл хăй формаллĕ майпа Улуг-Муххамедăн вассалĕ пулнине кура та, Хусанăн пĕрремĕш ханĕн ывăлне Касима "тăранса пурăнма" Городец-Мещерский текен хулана "парнелеме" тивет. Кайран çав хула Касимов ятпа паллă пулса тăрать. Хана хуласăр пуçне ытти тавралăх та пăхăнса тăнă. Малашне, Мускав влаçĕ çирĕпленнĕçемĕн, ханăн вăйĕ тата суверенлăхĕ чакма пуçлать. Çапах та Мускав влаçĕ ханлăха пăрахăçлама васкамасть-ха.

Ханлăха тÿрех пăрахăçламаннин сăлтавĕсем

тӳрлет
  • Ханлăх пуçĕнче чингизидсем ларнă. Çавна кура вĕсемпе ытти тутар патшалăхĕсемпе хутшăннă чух марионеткăсем вырăнне усă курма меллĕ пулнă.
  • Территорисене ертсе пынă тата вĕсенче налук пуçтарнă чухне мускавсемшĕн вырăнта камсем ларни чылай енчен пурпĕрех пулнă.
  • Ханлăх территоринче тĕрлĕ халăх пурăннă: тутарсем, вырăссем, финн-угорсем. Çав халăхсемпе хутшăнассине тутар ханĕсем тата кнеçĕсем урлă туса пымашкăн меллĕ пулнă.

Касимов тутарĕсем тата мишерсем

тӳрлет

Касимов хулинче тата унăн таврашĕнче пурнакан тутарсене Касимов тутарĕсем теççĕ. Вĕсен чĕлхи тата йăли-йĕрки, тĕпрен илсен, Хусан тутарĕсенни манерлех темелле. Мĕншĕн тесен Касимов ханлăхне никĕслекенсем Хусантан пулнă. Вырăнта вара, тата кăшт кăнтăр еннелехри территорисенче, мишерсем пурăннă. Ку тăрăха пĕлтерекен "Мещёра" сăмахпа "мишер" этноним (субэтноним) хушшинче те тачă çыхăну пулма кирлĕ. Каярахпа ку тăрăхри мишерсем йышлăн Хĕвелтухăç еннелле куçа-куçа кайнă (миграциленĕ).

Ханлăха пĕтернĕ хыççăнхи тăрăм

тӳрлет

Касимов ханлăхне 1681-мĕш çулхине пĕтернĕ. Анчах та ун хыççăн та унта тутарсем пурăнма пăрахнă темелле мар. Çапах та XX ĕмĕр тĕлнелле вĕсем сахалланса юлнă. Хальхи вăхăтра, XXI ĕмĕрте, çукпа пĕрех. Касимов хулинче ханлăх пулнă вăхăтранпа сыхланса юлнă архитектура палăкĕсем тата ытти хăшпĕр пулăмсем пур.

Вуламалли

тӳрлет
  • Григорьев В. В. [Рецензия на:] Вельяминов-Зернов В. В. Исследование о касимовских царях и царевичах. Ч. 1. СПб., 1863 // День. — № 29.
  • Шишкин Н. И. Симеон Бекбулатович, царь Касимовский // Русская старина. — 1888. — № 6. — С. 587.
  • Шишкин Н. И. История города Касимова с древнейших времён:
    • 1-мĕш кăларăм. — Касимов, 1888.
    • 2-мĕш тÿрлетнĕ тата туллилетнĕ кăларăм. — Рязань: Типо-Литография Н. Д. Малашкина, 1891.
    • Ытти кăларăмсем: Рязань, 1999; Рязань, 2001.
  • Гагин И. С. Краткая сложность о Касимовских царях татарских и памятниках с их времён существующих (публ. М. Крейтон) // Труды Рязанской учёной архивной комиссии за 1901 год. — Т. XVII. — Вып. 3. — Рязань, 1902.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Рахимзянов, Булат. Касимовское ханство. // История татар. Том IV. Татарские государства XV–XVIII вв. Казань: Институт истории АН РТ, 2014. – 1080 с. + 32 с. цв. вкл — 150-156 С.

Каçăсем

тӳрлет