Кампора-Сан-Джованни
Кампора-Сан-Джованни, итал. Campora San Giovanni — Козенца провинцинчи (Итали) Амантея коммунин пайĕ тата порчĕ.
Кампора-Сан-Джованни
Campora San Giovanni
|
Экономика
тӳрлетЭкономикăра ял хуçалăхпа туризм ĕçĕсем тупăш параççĕ. 1950-мĕш çç. хĕрлĕ сухана калчаласа аталантарнă хыççăн халĕ итал тата ютçĕр пасарĕсенче çак пахча çимĕçĕ питĕ аван сутăнать.
Кунта тинĕс курорчĕ, 2003 çулта туса лартнă порт пур, инçех мар Липар утравĕсем вырнаçнă.
SS18 шоссе, чукун çул тата Ламеция-Терме тĕнче аэропорчĕпе çыхăнтаракан А3 автострада пурри сутă-илӳ ĕçне ансат ирĕк парать.
Тавралăхĕ
тӳрлетКатандзаро провинципе юнашар вырнаçнă. Кампора Тирра тинĕсĕн çыранĕнче вырнаçнă, 1950-мĕш çулсенчен пуçласа çав тери сарăлса кайнă. Юнашар сăртсенче иçĕм тата çу тăвакан йывăçсене ӳстереççĕ.
Кампора портĕнчен хăвăртах Эола утравĕсене çитме пулать.
SS18 шоссе, чукун çул тата Ламеция-Терме аэропортпа çыхăнатаракан А3 автострада транспорт коммуникацисене пула суту-илӳ хастар пырать.
Кампора-Сан-Джованни тытăмлăхĕ
тӳрлетКунта 19 ял вырнаçнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетАвалхи вăхăтра хальхи Кампора территоринче Аслă Грецин иккĕ хули тăнă:
- Темеза (е Темпса) — Кăнтăр Италири авалхи авсон хулисенчен пĕри, кайран рим колонийĕ пулса тăнă[1].
- Клете.
Çак хуласем пĕр-пĕринпе хирĕçсе-кĕрешсе пурăннă, вĕсене пиратсем тапăнса ишĕлтерсе пĕтернĕ. Вырăнта пурăнан халăх ту çине хăпарса çăлăну тупнă. Каярах хальхи Кампора территорине чылай халăх — финикисем, грексем, римлянсем, варварсем, арапсем, висантисем тата норманнсем — колониленĕ е çĕнтерсе илнĕ.
Вăтам ĕмĕрсенче Кампора Мохаммед Абдул аль-Зимзим эмирăн резиденцийе пулнă, анчах та арапсен тытăмĕ кĕске вăхăта пынă. Висантисем çĕнтерсе илне хыççăн вăл каллех норманнсем айне лекет. Норманнсен тапхăрĕнче çак вырăнта пĕрремĕш хӳтĕлев йерĕсемпе турулсене туса лартнă. Арагон ăрăвĕ, каярахпа Неаполь патшалăхĕ айне пулсан, территори хăйан пĕлтерĕшне çухатать. Кампора потенциалĕ Çĕнĕ саманара çеç чĕрĕлме тытăнать. 1730-мĕш çулсенче кунта пурçăн фабрикине тата часавая туса лартнă, çапах та 1756 çулта фабрикăна хупаççĕ те хула аталанăвĕ каллех ӳкĕнме пуçлать.
1876 çул тĕлне Кампора территорине хальхи хула канашĕсене пайлаççĕ: Амантея, Аелло-Калабро тата Ночера-Теринезе. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче юнашар коммунăсенчен иммигрантсем куçса килеççĕ, çакна пула вара ку таврара халăх йышĕ ӳсет. Анчах та Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш Тĕнче варçисем хыççăн пурăнан халăх шучĕ питĕ хытă ӳкет.
Хальхи тапхăрта хула экономики ял хуçалăхпа туризм çинче тытăнса тăрать.
Паллă вырăнсем
тӳрлетXIV ĕмĕрти çӳллĕ турул — пĕртен-пĕр хитре çурт. Турулăн çӳлти пайĕнче пусма картлашкисем. Çак турула вырăнти диалектпа U Turriune ят панă. Тепĕртакран порт (2002) тата Паола тс. Францискĕ лапамне (вырăнти таса-пӳлĕхçĕ, ăна авăнăн 1-мĕшĕ — авăнăн 3-мĕшĕсенче асăнса уяв ирттереççĕ) туса хунă. Уява юнашар ялсенчен халах пуçтарăнать, таса çыннăн статуйине хула урамĕсемпе йăтса çӳреççĕ.
Паллă ентешсем
тӳрлет- Анджело Вадаччино, партизан, çĕр ĕçтĕшĕ тата политика активисчĕ, кампорессем ăна "Мастер Анджело" тенĕ, (1890–1976).
- Фабриццио Филиппо, канад-американ актёрĕ тата сценарист.
- Фабиан Маззай, аргентин-испан актёрĕ тата сценарист, çаплах Горацио евĕр паллă ("Un Paso Adelante"), килте ăна Маринелла' тесе чĕннĕ.
Эрех
тӳрлетКунта Savuto тата Gallo маркăллă эрехсене тăваççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Proloco Campora San Giovanni 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.