КамайXVI ĕмĕрте пурăннă чăваш мăрси. В.Д.Дмитриев профессор çырнă тăрăх, Камай хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялканашне кĕрекен Уплер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăсла ăна Аслă Камай (Большое Камаево) теççĕ. Юнашарах тепĕр ял пур — Кайри Шăнарпуç е Кĕçĕн Камай (Малое Камаево). Камай мăрса ăçта тата хăçан вилни халлĕхе паллă мар.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

тӳрлет

Камай малтан Хусан ханĕн чи шанчăклă çынни пулнă. Вырăс чăнлавĕсенче (ПОРЛ тулли пуçтарăвĕ) XIII тата XX томĕсенче камай мăрса çинчен питĕ нумай çырнине тупма пулать. Унта ăна вырăсла Камай Усеинов тенĕ. Вырăссем чăвашсемпе тата çармăссемпе пĕрле 1552 çулхи çурла уйăхĕнче Хусана хупăрласа илнĕ. Çав вăхăтрах, çурла, 21 е 22-мĕш кунсенче Хусан карманĕнчен Камай мăрса хăйĕн 7 юлташĕпе тарса тухать те Иван ĕмпӳ патне пырать. Вăл çак Мускав патши чăвашсене тата ытти халăхсене тутарсен пусмăрĕнчен хăтарасса ĕненнĕ пулнă, çавăнпа вăл Хаяр Ивана Хусана хӳтĕлекенсем çинчен хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа парать, ытти чăвашсемпе пĕрле хана хирĕç çапăçасса пĕлтерет. Çакăншăн вара Иван ĕмпӳ Камая тата юлташĕсене парнесем валеçет. Кайран вара, хулашăн юлашки хут карманăн чуллă хӳтлĕхне кĕрешес умĕн, Камай мăрса, Иван ĕмпӳ хушнипе, чăвашсемпе çармăссен ятлă-сумлă çыннисемпе пĕрле хан патне кайса ăна парăнма ӳкĕтлет. Анчах ханĕ килĕшмест.

Хусана Хаяр Иван çарĕсем тепĕр кунне, юпа, 2 туртса илĕççĕ те пĕтĕм халăха ним шеллемесĕр пĕтерме тытăнаççĕ. Вара Мускав патши патне Арча тăрăхĕн çыннисем, Шемейпе Купиш пыраççĕ, хăйсем ун хӳттине тăрасшăн пулнине пĕтереççĕ. Хаяр Иван вĕсене çăмăллăх парать:

"...ясаки на них велел имать прямые, как было при Магододиме царе, и приказал боярину своему Александру Борисовичу Горбатому, а велел их к шерти привести",

çырнă чăнлавĕсен пуçтарăвĕнче (ПСРЛ, т.13, с.221, "Наука", 1965).

А.Липинский 1886 çулта Санкт-Петербургра пичетленсе тухнă "Материалы для географии и статистики России. Симбирская губерния" кĕнекере Мускав патши ăна нумай çĕр тата урăх япаласем парнелени пирки çырать. Камай мăрса Хусана илнĕ хыççăн та вырăссем майлă пулса вăрçа çĕкленнĕ чăвашсене хирĕç çапăçнă. Вăл Тукай мăрсана хирĕç вăрçнă. Хусан ханлăхĕнче чăвашсем шучĕпе 80-85 % таран пулнă май, вĕсем хăйсен ĕлĕххи патшалăхне чун-чĕрере упраса пурăннă, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çĕнĕрен чĕртсе-çĕклентерсе ярас ĕмĕтпе пурăннă. Камай та çакна кайран ăнланса илнĕ, вара кĕрешӳ элемне улăштарнă, чăваш кĕрешӳçĕсен ретне тăнă.

Вуламалли

тӳрлет