Калаçусем (диалогсен ярăмĕ)
Калаçусем (вырăс. Разговоры) — Спиридон Михайлов (1821-1861) XIX ĕмĕр варринче чăвашла çырнă пĕчĕк пьесăсен ярăмĕ.
Калаçусем | |
Разговоры | |
Жанр: | диалогсем |
---|---|
Автор: | Спиридон Михайлов |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | <1853> |
Пичетленĕ: | 1853 |
Уйрăм кăларăм: | уйрăм кăларăмпа тухман |
Куçару: | авторĕ хăй вырăсла куçарни пур |
Пьесăсен тытăмĕ
тӳрлетПурне те чăвашла çырнă. Ячĕсем çеç, вĕсене авторĕ палăртнă пулсан, вырăсла. Çавăн пекех автор ремаркисем те вырăсла. Ярăма автор хăй "Разговоры" тесе палартнă, чăвашла калани çук. "Калаçусем" тени — вырăсларан тÿреммĕн куçарни.
Йыш
тӳрлет- Разговор анатры, то есть низового чувашина, с виреялом, то есть верховым чувашином[1].
- Сборы на Балдран-Базар[2].
- Старик Павел Фролов рассказывает молодому своему свату приключения, случившиеся с его отцом в 1769 году[3].
- <Хрол мучи Пăкачав çинчен каласа пани.>
- <Йăван мучи ĕлĕкхисем çинчен тата "вирьял" сăмах ăçтан тухни пирки калани.>
- <Маттĕрне Ольок хĕрне шăпăрçă патне çÿренишĕн ятлани.>
"Калаçусенчи" хăш-пĕр палăрăмсем пирки
тӳрлет- Анатрипе тури чăваш пуплевне калаçусен уйрăмлăхĕсене палăртма мар илсе кăтартнă. Тĕрĕссипе каласан, персонажсен калаçăвĕсен уйрамлăхĕсем унта çукпа пĕрех. Спиридон Михайловшăн "стандартлă" шутланакан чĕлхепех калаçаççĕ.
- Автор "анатри" тени таçти аякри, Сĕве, Кĕтне, Пăла таврашĕсенчи чăвашсене мар пĕлтерет. Чылай çывăхарахри тăрăхсене пăхмалла. Хальхи вăхăтра вĕсене "анатри" мар, "анат енчи" теççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |