Кагор - ( фр. Cahors ) - хĕрлĕ эрех. Тĕнчере Кагор е Каор ятпа иккĕ тĕрлĕ эрех паллă: пылаксăр франци хĕрлĕ эрехĕ - каор, тата "раççей" хаярлатнă пылак эрех - кагор.

Каор кĕленчи

Франци каор эрехĕ

тӳрлет

Каор - Францин эрехтăвакан тăрăхĕ. Каор хули Кăнтăр-Хĕвел анăç эрехтăвакан енре вырнаçнă. Каор эрехе Мальбек иçĕм сортĕнчен (вырăнти ячĕ - Ăксеруа) тăваççĕ. Çаплах 15 % Мерло е Таннат хушма пулать. Пулнă пылаксăр, кăвсак тата тăкăс эрех тĕнчере сахал сарăлнă: каор эрехĕн 80 % пайне Францире сутаççĕ. 1880 çулта Каор тăрăхне инкек килчĕ - иçĕм çырлине пыйтă тапăнчĕ — филлоксера. Иккĕмĕш типшар 1956 çулта килчĕ: ирхи тăм иçĕм лаптăксене ӳкнĕ. Иçĕме чĕрĕлме питĕ нумай вăхăт кирлĕ пулчĕ. 1971 çулта Каор тăрăхĕ чи пысăк эрехтăвакан палли - АОС илчĕ: Cahors AOC e Appellation Cahors Controlee.

"Раççей" кагор эрехĕ

тӳрлет

Ĕлĕк францин Каор хули "хура эрехе" сутнă. Бордо хулара усламçăсем Каор эрехне спиртпа хăватлатнă тата кăштах вĕретнĕ. Çапла "хура эрехе" тунă. Ку эрех Раççейре Пĕрремĕш Петĕр саманинче "кагор" ятпа паллă пулать. Кагор чиркӳ эрехĕ шутланать. Паян та Раççей, Украина, Молдови, Болгари, Румыни, Греци тата Абхази çĕр-шывĕсенче ку мĕслетпе "Кагора" тăваççĕ. Тĕрлĕ хĕрлĕ иçĕм сортĕнчен (чылайăшĕ Каберне совиньон тата Саперави) тунă эрехе вĕретеççĕ ( 60-85 градуса çити), кайран спиртпа хутăштараççĕ. Вĕренĕ десертлă эрехне пĕр литр шутне 160 г. пылак, 16 % спирт яраççĕ. Кагор рубин тĕслĕ эрех.

Паллă эрехтăвакансем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.