Ишимбай Мигул

Ишимбай Мигул (чăн ячĕ Иванов Николай Демьянович, 1952, çу, 22, Дадановка сали, Аургазин районĕ, Пушкăрт Республикин çур.) — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмач.

Ишимбай Мигул
Çуралнă чухнехи ят: Иванов Николай Демьянович
Çуралнă вăхăт: 1952, çу, 22
Çуралнă вырăн: Дадановка ялĕ, Аургазин районĕ, Пушкăрт АССР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: пĕрлĕх ĕçченĕ, редактор, çыравçă, тăлмач
Пултарулăх çулĕсем: 1967 - х. в.
Жанр: проза, поэзи тата куçару
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс, тутар, пушкăрт
Чыславсем: Фатых Карим парни (2006).
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

2002 çултанпа РФ тата Чăваш Енĕн ÇП-сен пайташĕ[1][2].

Пурнăçĕ

тӳрлет

1952 çулта Пушкăрт Республикин Аургазин районĕнчи Дадановка салинче çуралнă.

1974 çулта Ишимбайа пурăнма куçнă, «Восход» хаçатăн корреспонденчĕ, 1978 çултанпа — редакцин промăçлăх уйрăмĕн ертӳçи пулса тăрăшнă.

Челепири политехника институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

1979 çулта транспорт машинине тăвакан савутра ĕçленĕ.

Чăвашла пушкăрт, тутар, вырăс çыравçисен хайлавĕсене куçарнă.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Пĕрремĕш сăввине Мигула Ишимбай 1967 çулта «Путь Родины» хаçатра пичетленĕ. Вăхăт иртнĕçем унăн хайлавĕсене «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче, «Хыпар», «Крим», «Урал сасси» хаçатсенче тухнă.

Микул Ишимбай кенекисем: 1 "Шурăмпуç пики" ("Красавица зари"). 2 "Çынран катăк мар" ("Не лыком шиты"). 3 "Ĕмет" ("Мечта"). 4 "Ачалăхран çитнĕ ахрăм" ("Эхо из детства"). 5 "Чыс" ("Честь"). 6 "Огонь неугасимый! (вырăсла). 7 "В окрестностях Тора". 8."На просторах мирового океана" - 1 том. 9. "Особо важное правительственное задание" - 2 том.10. "Приказу альтернативы нет". 11. "Тăрачул".

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет