Ирçе Википедийĕ

2008

Ирçе Википедийĕ
URL: myv.wikipedia.org
Коммерци: Çук
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): Ирçе чĕлхи
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2008 çулхи çăвăн 26-мĕшĕ
Хальхи статус: Ӗçлет, аталанса пырать
Логотип Викисклада Ирçе Википедийĕ Викиампарта

Ирçе Википедийĕ (ирçе Эрзянь Википедия) — Википедин ирçе чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2008 çулхи çăвăн 26-мĕшĕнче уçăлнă[1]. 2010 çулхи чӳк уйăхĕнче 1418 ытла статья пулнă.

Ирçе уйрăмне Вырăс уйрăмĕнчен чылай статья, ĕлке (шаблон) куçараççĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

2007 çулта вырăс Википедин хутшанаканĕ Мускавра пурăнакан Андрей Суриков Викимедиа Фондне ирçе уйрăмне уçас тесе ыйтса çыру ярать.

Инициативлă ушкăна çаплах Финляндире ирççе чĕлхине вĕрентекен американ лингвисчĕ Джак Рютер, Санкт-Петербург журналисчĕ Петрянь Андю (Андрей Петров) тата чĕмпĕр инженер-программисчĕ Михаил Степченко кĕнĕ[2][3].

Нарăсăн 19-мĕшĕнче Википедин чĕлхе комитечĕ «Ирçе Википедине» ăнăçлă проект тесе йышăннă[4]. Çакăн хыççăн ăстаçăсем 4 уйăх хушшинче инкубаторти ăшлăха куçармалли вырăна хатĕрленĕ, статьясен чăнлăхне тĕрĕсленĕ[1].

Ирçе уйрăмĕн администраторĕсем пулма 6 уйăхлăха Петрянь Андю, Андрей Суриков тата Джак Рютер хутшăнакансене суйланă[1].

2010 çулхи чӳк уйăхĕнче уйрăмра 1418 ытла статья.

Парнесем тӳрлет

Сумлă çăлкуçсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет