Инерци
Ине́рци (лат. inertia — канлĕх, нимтетуманлăх, пĕртикĕслĕх, улшăнмилĕх) — тулаш вăйсем çук чухне ĕскер хăшпĕр пуçлав тытăмĕсенче канлĕхре е пĕр тикĕс те тӳрĕ йĕрлĕ куçăмра тăрас палăрăм[1][2], çавăн пекех ку, тулаш вăйсем пулсан, кунашкал тăрăмри ĕскер, хăйĕн масси çине таянса, хăвăртлăхĕ модуль тĕлĕшпе те, ен енĕпе те улшăнассине хирĕç тăнине пĕлтерет[3]).
Классикăлла механика | ||||||||
Истори
| ||||||||
Çавăн пекех «Физика порталĕ» |
«Инерци» тени инертлăх ăнлавăн пĕр пĕлтерĕшне синонимла[1] (ăнлавăн ытти пĕлтерĕшĕсем физикăпа çыхăнман).
Шутлавлăх енчен, ĕскере вăйпа витерни тата унăн куçăмĕн улшăнăвĕ хушшинчи çыхăну Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ пек палăрăнать[4]:
- .
Кунта — ĕскере тивекен вăй, — инерцилле масса, — ĕскерĕн хăвăртлăхĕ.
Инерци ăнлавпа инерциаллă пуçлав тытăмĕ тени тачă çыхăннă.
Ньютонăн пĕрремĕш саккунĕ
тӳрлетИнерциаллă пуçлав тытăмĕсем пуррине классикăлла механикăра постулат пек кăларса тăратнă. Çав постулата Нью́тонăн пĕрремĕш саккунĕ тенĕ, çавăн пекех ăна ине́рци саккунĕ те теççĕ. Ун пирки Ньютон хăйĕн «Натураллă философин математикăлла пуçламăшĕсем» кĕнекинче çапла каланă:
Ĕскере нимле вăй та хистемесен, вăл «канлĕхре» е тӳрĕ йĕрлĕ тата пĕр тикĕс куçăмра тăрать. |
Паянхи, чылай тĕплĕрех, формулировка ак çапла:
Инерцилле текен çавăн пек пуçлав тытăмĕсем пур, хăшĕсенче вăйсен витĕмĕнчен пăрнă йăмлăхлă пăнчă канлĕхре тăрать е тÿрĕ йĕрпе пĕр тикĕс куçать[1].
Вуламалли
тӳрлет- Лич Дж. У. Классическая механика. М.: Иностр. литература, 1961.
- Спасский Б. И. История физики. М., «Высшая школа», 1977.
- Кокарев С. С. Три лекции о законах Ньютона. Ярославль. Сб. трудов РНОЦ Логос, вып. 1, 45-72, 2006.
Каçăсем
тӳрлет- Masreliez C. J., Motion, Inertia and Special Relativity — a Novel Perspective, Physica Scripta (2006).
- Masreliez C. J., On the origin of inertial force, Apeiron (2006).
- Masreliez, C J; Dynamic incremental scale transition with application to physics and cosmology, Physica Scripta (2007).
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Инерция. Физическая энциклопедия. Гл. ред. А. М. Прохоров. М., Советская энциклопедия, 1990, том 2, с.146, isbn 5-85270-061-4
- ^ БРЭ
- ^ Т.И.Трофимов. Физика. Москва. "Академия". 2012
- ^ Коноплёва Н. П. Об эволюции понятия инерции (Ньютон, Мах, Эйнштейн) // Эйнштейновский сборник 1975-1976. - М., Наука, 1978. - с. 216-244