Ньютон саккунĕсем

Ньютон саккунĕсемклассикăлла механика никĕсĕнче выртакан виçĕ саккун.

«Çутçанталăк философийĕн математикăлла пуçламăшĕсем» кĕнекен хуплашки
Исаак Ньютон (1642-1727)
«Çутçанталăк философийĕн математикăлла пуçламăшĕсем» кĕнекен пĕр страници, шăпах механика аксиоматикипе çыхăннăскер

Классикăлла механика кĕлеткине никĕсе Ньютон саккунĕсене хурса мар, урăхла меслетсемпе те ăсталама пулать. Çапах та асăннă май (аксиоматика, постулатсен тытăмĕ) истори енчен пăхсан та чи малтанхи тата унпа паянхи кунчченех анлăн усă кураççĕ.

Ньютонăн пĕрремĕш саккунĕ

тӳрлет
Тĕп статья: Инерци

Çавнашкал пуçлав тытăмĕсем пур, хăшĕсенче йăмлăхла пăнчă, ăна вăйсем тивмесен е тивекен вăйсен сумми нуль пулсан, пачах та куçмасть е улшăнусăр хăвăртлăхпа куçать. Асăннă пуçлав тытăмĕсене инерциаллă теççĕ.

Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ

тӳрлет

Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ йăмлăхла пăнчăна тивекен вăй (е вăйсен сумми) тата çав вăя пула çуралнă хăвăртлану хущщинчи çыхăнăва палăртать. Ку çыхăнăва çапла формулăпа çырма май пур

 

кунта   — йăмлăхла пăнчăн хăвăртланăвĕ;
  — йăмлăхла пăнчăна тивекен мĕнпур вăйсен сумми;
  — йăмлăхла пăнчăн масси.

Ньютонăн виççĕмĕш саккунĕ

тӳрлет

Йăмлăхла пăнчăсем, вĕсене çыхăнтаракан тÿрĕ йĕр çинче выртакан, модулĕсемпе тан, хире-хирĕçле тата пĕр несĕллĕ вăйсемпе, пĕр-пĕрне тивеççĕ:

 

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет