Изотов Александр Александрович
Изотов Александр Александрович (1907-1988) — совет гедезисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ ăслав тата техника ĕçлевçи, СССР Ăслав академийĕ çумĕнчи геодезипе астрономи пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ, техника ăславĕсен докторĕ, «СССР Хисеплĕ геодезисчĕ». профессор, Сталинăн иккĕмĕш степеньлĕ преми лауреачĕ (1952). 1944-мĕш çултанпа ВКП(б) пайташĕ[1].
Изотов Александр Александрович | |||||||
Изотов Александр Александрович | |||||||
Çуралнă вăхăт: | 1907, авăн, 14 | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Ĕнекасси, Чистай уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей Патшалăхĕ | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1988, авăн, 10 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав | ||||||
Патшалăх: | |||||||
Ăслăх сфери: | геодези, маякилтерĕш математика | ||||||
Альма-матер: | Мускаври геодези, аэроÿкерев тата картографи институчĕ | ||||||
Ăслăх ертӳçи: | Ф.Н.Красовский | ||||||
Чыславсемпе парнесем |
|
Кунçулĕ пирки кĕскен
тӳрлетХальхи Тутарстанти Нурлат районне кĕрекен Ĕнекасси ялĕнчи чухăн чăваш килйышĕнче çуралса ÿснĕ. Хусан чăваш педагогика техникумне пĕтернĕ. 1928-мĕш çултанпа Мускаври геодези, аэроÿкерев тата картографи институтĕнче вĕреннĕ. 1936-мĕш çулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Унăн формулисемпе палăртавĕсем мĕнпур вĕрентĕшсене кĕнĕ. Малалла аслă геодези талккăшĕнче ĕçленĕ, доктор диссертацине хÿтĕленĕ, çулерех асăннă геодези, аэроÿкерев тата картографи институчĕн профессорĕ пулса тăнă.
Чи пысăк та пĕлтерешлĕ ĕç
тӳрлетА.А.Изотов — Ф. Н. Красовский вĕренекенĕ. Хăйĕн вĕрентÿçи ертсе пынипе Изотов А.А. Çĕр чăмăрĕн хапине тĕрĕсрех палăртнă, Красовский эллипсоичĕн параметрĕсене шутласа тупнă; Ф.Н.Красовский вилсен унăн ĕçне малалла тăснă.
Пысăк совет энциклопедин 2-мĕш тата 3-мĕш кăларăмĕсене редакциленĕ.
Кăсăклă фактсем
тӳрлетХусанти чăваш педтехникумĕнче А.А.Изотов Петĕр Хусанкайпа пĕрле вĕреннĕ[2].
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ АЛЕКСАНДР АЛЕКСАНДРОВИЧ ИЗОТОВ: БИОГРАФИЯ(ĕçлемен каçă)
- ^ Об Изотове