Геодези
Геоде́зи (грек. γεωδαισία тÿреммĕн: «Çĕре пайлани», γῆ «Çĕр» + δαΐζω «пайлас») — Çĕрпе çыхăннă чи авалхи ăславсенчен пĕри; Çĕрĕн кĕлеткине, гравитацилле уйне, çаврăнăм параметрĕсене тата вĕсĕм вăхăт шунă майăн еплерех улшăннине тишкерет.
Прецесси, нутаци пулăмĕсене, полюс куçăмне, çаврăнăм хăвăртлăхне тĕпченĕ май астрометрипе юнашар тăрать. Этем ĕç-хĕлне координатсен тытăмĕпе, координатла никĕссемпе тивĕçтерет. Геодези меслечĕ математика, физика çитĕневĕсем çине таянса Çĕрĕн тата унăн уйрăм пайĕсен геометрилле, кинематикăлла, динамикăлла палăрăмĕсене кăтартса парать.
Кунсăр пуçне геодези тесе тавралăхăн тата юрилле объектсен енĕсене палăртакан тăвăмлăха калаççĕ. Çапла майпа картографи, çурттăвăм, çĕрйĕркелев, кадастр, сăрт-ту ĕçĕ, геологилле шырав кирлĕлĕхĕсене тивĕçтереççĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Поклад Г. Г., Гриднев С. П. . Геодезия : учебное пособие для вузов. — М. : Академический Проект, 2007. — 592 с. — ISBN 5-8291-0781-3.
- Тетерин Г. Н. . История развития геодезии / Сибирская государственная геодезическая академия. — Новосибирск: СГГА, 1999. — 276 с.
- Куштин И. Ф., Куштин В. И. . Инженерная геодезия. — Ростов-на-Дону: ФЕНИКС, 2002. — С. 417. — ISBN 5-222-02134-3.
Ссылки
тӳрлет- Геодезия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.}
- Тетерин Г. Н. Проблемы системной целостности и предметности в современной геодезии 2015 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.