Иванова Валентина Аркадьевна

Валентина Аркадьевна Иванова (1961 çулхи çурла, 19, Уйкас ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш халăх артисчĕ[1][2][3].

Валентина Аркадьевна Иванова
Ӳкерчĕк
Çуралнă вăхăт: 1961, çурла, 19
Çуралнă вырăн: Уйкас ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, СССР
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх:
Театр: Чăваш патшалăх академи драма театрĕ
Рольсем: Селиме, Пинерпи, Салампи, Настя, Анюта, Нарспи, Адальджиза, Шурка
Спектакльсем: «Хура çăкăр», «Риголетто», «Айдар», «Салампи», «На дне», «Каçар мана», «Нарспи», «Утешитель вдов», «Постучал в окошко милый»

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

1961 çулхи çурлан 19-мĕшĕнче Чăваш АССР-ĕн Канаш районĕнчи Уйкас ялĕнче çуралнă.

1983 çулта Мускавра М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче (институтĕнче) вĕренсе тухса Шупашкара таврăнать.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Валентина Аркадьевнăн актёр пултарулăхĕ çак рольсенче ытларах палăрать: Селиме - «Хура çăкăр» (Ильбек Микулайĕ), Пинерпи - «Айдар» (П. Осипов), Салампи - «Салампи» (А. Артемьев повеçĕпе), Настя - «На дне» (М. Горький), Анюта - «Каçар мана» (В. Тургай), Нарспи - «Нарспи» (К.В. Иванов), Адальджиза - «Утешитель вдов» (Д. Маротт), Шурка - «Постучал в окошко милый», Улькка - «Кукушка в чужом гнезде» (Н. Сидоров), Дина - «Валентин и Валентина» (М. Рощин), Клава - «В день свадьбы» (В. Розов), Инкен - «Перед заходом солнца» (Г. Гауптман), Лина - «Мачеха» (Г. Медведев), Юля - «Любви все возрасты покорны» (А. Большаков), Лебедева - "Авантюристка" (Э. Брагинский), Праски тăхлач - "Виçĕ туй" (А. Эсхель).

Чыслани тӳрлет

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1991)
  • Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2003),
  • Театр конкурсĕ: "Чи паха хĕрарăм ролĕ" (Василиса - "Коса на камень", А. Горбачев).

Вуламалли тӳрлет

  • Журавлев, С. Валентина Аркадьевна Иванова / С. Журавлев // Самант. – 2009. – № 5. – С. 15. – (Пирĕн вернисаж).
  • Кротова, Т. Телейлӗ пулма ан вӑтан / Т. Кротова // Хыпар. – 2011. – 27 юпа. – С. 4.
  • Ригель, Л. Вӑлах – Салампи, Пинерпи, Нарспи, Селиме... / Л. Ригель ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗсем // Тӑван Атӑл. – 2011. – № 8. – С. 147 : фот.
  • Говорова, Н. Д. Иванова Валентина Аркадьевна / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 98.
  • Иванова, В. А. Валентина Иванова: «Быть матерью почетно, важно, хотя и сложно...» / В. А. Иванова ; [беседовала] Е. Петрова // Ульяновец. – 2007. – 8 марта. – С. 3.
  • Красотина, М. Радость для печальных журавлей / М. Красотина // Совет. Чувашия. – 2007. – 14 февр.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет