Иванова Татьяна Геннадьевна
Иванова Татьяна Геннадьевна (1971, çурла, 25 çур.) — эстрада юрăçи, хĕрарăмсенчен тăракан "Комбинация" ушкăнăн улшăнми вокалистки. Паянхи кунчченех юрлать. Чăн та, унăн мусăк енĕпе профессилле пĕлÿ çук. ................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................................ Анчах та[1]:
Татьяна Иванова | |
Çуралнă вăхăт | 1971, çурла, 25 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Сарăту, РСФСР, СССР |
Патшалăх | ССРП СССР РФ |
Профессисем | юрăç |
Инструментсем | паллă мар |
Жанрсем | эстрада |
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)у меня есть божий дар, от родителей и откуда-то сверху у меня очень хороший слух. Я на слух с любым музыкантом поспорить вполне себе компетентна. Мне это никогда не мешало и я думаю, что коллегам моим общаться со мной отсутствие у меня этих знаний не мешало и не мешает.<Куçару: тур пани пур, атте-анне панă тата таçтан çÿлтен килнĕ итлев туйăмĕ. Итлевлĕхпе хуть те мĕнле мусăкçапа тава е кĕме комепетенциллĕ. Мана ку [ятарлă мусăк пĕлĕвĕ çукки] нихçан чăрмантарман тата халĕ те чăрмантармасть.>
1994-мĕш çул хыççăн «Комбинация» ушкăна та Татьяна Геннадьевна Иванова хăй ертсе пынă. Ахăртнех, паянхи кунчченех çапла.
Тулаш ӳкерчĕксем | |
---|---|
Татьяна Геннадьевна Иванова | |
Фото. | |
Татьяна Иванова тата Алёна Апина. Фото. | |
«Давай поболтаем» альбом. |
Биографи
тӳрлетСарăту хулинче çуралса ÿснĕ (ашшĕ — хăтлавçă, амăшĕ савутра ĕçленĕ[2]). Унăн тымарĕсем — Саратов облаçĕнчи Пасарлă Карабулак районĕнчи Шнейÿ ялĕнчен (Сăмах май каласан, Т. Г. Иванова çав ял ятне «Шăна Йăви» пек ăнлантаракансенчен пĕри; анчах та вара кунашкал ăнлантару «суя» шутланать, чăннипе ял ячĕ «Ĕшне Уй» тенинчен тухнă).
Амăшĕ Саратов облăçĕнчи Турковски районĕнчи Студёно-Ивановка ялĕнчен. Унта вăл, качча кайса Саратовра пурăнма пуçличчен, ялти кулубăн ертÿçи пулса ĕçленĕ. Вырăс.
Хăй каланă тăрăх, икĕ çула çитиччен чăвашла çеç калаçнă, мĕншĕн тесен ун чухне Шнейÿри асламăшĕ патĕнче сипленсе пурăннă.
Саратов хуличи элитлă мар районта пурăннă. Пурăна-киле хăтлавçă пулса ĕçлекен ашшĕне ĕçрен тăватă пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ.
"Комбинация" ушкăна епле лекни пирки Татьяна Иванова хăй пайтах, нумай хутчен каласа кăтартнă. Ак вĕсенчен пĕри[3]. Урампа уçăлса çурĕттĕмĕрччĕ, тет, чи лайăх хĕр-тусĕпе, Наташа Слепова текенскерпе. Сасартăк...
Çапла вара вăл «Комбинация» ушкăна пырса лекнĕ. Урамра «тупса» чĕнсе илекенĕ — Шишинин Александр Владимирович. Пултарулăхне тĕрĕслес ĕçе (кастинг?) Окороков, Виталий Алексеевич та хутшăннă. Ун чухне Т. Иванова тин кăна вăтам шкул ăнăçлă пĕтернĕ, вăл вара, çавăнта вĕреннĕ аппăшĕ сĕннипе, экзаменсем парса Политехника институчĕн студентки пулса тăнă (электроника техники тата приборсем тăвасси, АСУ). Институтра икĕ эрне вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Анчах та вăл, аслă шкула пăрахсах, ушкăнăн солистки пулса тăма килĕшет. Çапах та унăн аслă пĕлÿ пур: куçумсăр майпа вĕренсе шултра йĕркелĕмсен менеджерĕн квалификацине илнĕ[4]. 1989-мĕш çулта, Алёна Апина пуçарăвĕпе, Курск хулинче тĕне кĕрет, лешĕ вара, пуçаруçи, унăн хреснамăшĕ те пулса тăрать[2].
1994-мĕш çул хыççăн «Комбинация» ушкăна Татьяна Геннадьевна хăй ертсе пынă. Çавăнтанпа вăл, тĕпрен илсен, ун çинче тытăнса тăрать теме май пур. Тилхепене тытас кăмăл В. А. Окороковăн та пулнă, анчах та Т. Г. Иванова яхăнне те яман.
Татьяна Иванова — чăваш
тӳрлетЮрăç хăй пирки "вырăс хушаматлă вырăс хĕрарăмĕ" тет пулин те[5], вăл чăннипе чăваш теме пулать. Ку факт ăçтан сиксе тухнине ăнланма ак çак хыпар аван пулăшать[6]. :
Сывлӑх сунатӑп пурне те. "Комбинаци" ушкӑнра юрланӑ Таня Ивановӑран интервью илме мана тӳр килнӗччӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче пулнӑччӗ ку. Ун чухне хӑй чӑваш пулнине пачах та хирӗҫлеменччӗ вӑл. Калаҫма, шел пулин те, чӑвашла мар, вырӑсла калаҫнӑччӗ. Интервью "Хыпарта" пичетленнӗ хыҫҫӑн ӑна "Советская Чувашия" хаҫатра та вырӑсла куҫарса кӑштах кӗскетсе пичетленӗччӗ. Материала хатӗрлекенӗ интервью вӗҫне Г. РИМОВА тесе лартнӑ пек ас тӑватӑп. ("Хыпарта" интервью вӗҫне Римма Гурьянова тесе пичетленӗччӗ.) Интересленекенсем халь эп мӗн ҫырнине, паллах, ун чухнехи подшивкӑсене "тӗпчесе-вуласа" тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Асăннă интервью пулмасан, ахăртнех, Татаьяна Иванова чăваш иккенне паянхи кунчченех пĕлместчĕç пуль Чăваш Енре. Ку ыйтупа çавăн пеккех "Чăваш халăх канашлавĕнче" (Кивĕ форум) вуласа пĕлме пулать[7].
2017-мĕш çулта вара Татьяна Иванова тÿрремĕнех çапла каланă[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)я этническая чувашка<Куçару: этнос енчен эп чăваш>
Çав çулхинех, анчах кăшт маларах, Татьяна Иванова Шнейÿ яленче ирттернĕ Акатуя хутшăннă, «Комбинация» ушкăнăн юррисене те юрласа кăтартнă[8].
Роль — Мордашка фильм, 1990, «Комбинация» ушкăн. Çав кинорах — вокал. Кунсăр пуçне «Алёна Апина. А любовь она и есть...» документлă фильмра (2014) хутшăнни.
Хисеп
тӳрлетСаратоври 90-мĕш шкулăн хисеплĕ Юрпики[2].
Килйыш
тӳрлетТатьяна Иванова хăй çапла аса илет:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Мой супруг - бизнесмен Эльчин Мусаев. Родом из Баку. По образованию - стоматолог. У нас чудесная дочка Маша. Ей 18. Алена - ее крестная. Недавно мы с Эльчином отметили 20-летие совместной жизни[10].<Куçару: Ман упăшка - Эльчин Мусаев бизнесмен. Бакуран тухнă çын. Пĕлĕвĕпе вăл стоматолог. Пирĕн тĕлĕнмелле Маша хĕр пур. Вăл 18-та. Алёна[11] — унăн хреснамăшĕ. Нумаях пулмасть эпир пĕрле 20 çул пурăннине паллă турăмăр.>
Татьяна Иванована Эльчин Мусаевпа паллаштараканни — каллех хайхи Алёна Апина[2].
Çавăн пекех ытти тăванĕсем
тӳрлетАмăшĕ Саратов хулинче пурăнать, ашшĕ унтах 2020-мĕш çулта вилнĕ. Вăл хуларах — унăн аппăшĕ (Людмила Геннадьевна[2]) тата шăллĕ; Татьяна Иванова хăй пĕлтернĕ тăрăх, шăллĕ гитара калама юратать (шел, вăл, Рома ятлăскер, 2018-мĕш çулта сарăмсăр вилнĕ), аппăшĕ, Татьянăран 7 çул аслăскер, — мусăк шкулне пĕтернĕ[12]. Тата ытти хыпар[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Мой отец, Геннадий Иванович Иванов, родом из этого села. В Шняеве и Белой Горе у меня много родных и знакомых. В Базарном Карабулаке, например, живет его брат и мой дядя Владимир Иванович Иванов со своей семьей. Бываю [в гостях] не часто, но всегда с большим удовольствием. Обязательно каждый раз езжу на могилу своей бабушки – Ксении Николаевны Романовой. Ивановы и Романовы – это две наши фамилии шняевских, с которых все пошло.<Куçару: Манăн атте, Геннадий Иванович Иванов, çав ялтан. Шнейÿнче тата Шуртура манăн тăвансем тата пĕлĕшсем нумай. Пасарлă Карапулакра, сăмахран, аттепе пĕртăван ман пичче Владимир Иванович Иванов килйышĕпе пурăнать. [Хăнара] час-час пулаймастăп, анчах кашнинчех — пысăк киленÿпе. Кашни хутĕнчех, пăркаланмисĕр, асаннен, Ксения Николаевна Романован, вилтăпри патне çитетĕп. Ивановсем тата Романовсем — Шнейÿри пирĕн тăван хушаматсем, çавсенчен пурте пуçланнă.>
Асăнмалăх
тӳрлетВуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Некезова, Кристина. Певица Татьяна Иванова: "Я до сих пор чудно хожу с коромыслом". Интервью. // Вестник района. Официальное издание Базарно-Карабулакского муниципального района (Саратовская область) — 09.11.2017
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Татьяна Иванова: Алёна Апина уговорила меня принять православие и стала моей крестной мамой — PROжизнь
- ^ Таня Иванова о себе 1993.
- ^ Брагина, Лика. Татьяна Иванова: муж шутит «Только твои гастроли не дают нам надоесть друг другу» 2023 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — tele.ru
- ^ ОЙ, МАМОЧКИ! Татьяна Иванова: «Два кусочека колбаски» – мой крест! — 16:20 хыççăн пăхмалла. Чăн та, унта кашни "кашни совет çынни пекех" тени те пур.
- ^ Прокопьева, Римма. Чăвашорг сайтăн "Хурал кĕтесĕнче" пĕлтерни. ( 09.03.2017 14:43 )
- ^ "Каçăсем" пая пăхăр.
- ^ "Саратовский АКАТУЙ-2017" 29.07.17 Татьяна Иванова (группа Комбинация)- "Бухгалтер" — Ютуб
- ^ Главная / Знаменитости в кино / актрисы / И / Татьяна Иванова (VII) / биография — КИНО-ТЕАТР.РУ
- ^ Татьяна Иванова вышла замуж за отца своей 18-летней дочки.
- ^ Ахăртнех, кунта Алёна Апина пирки сăмах пырать пулмалла.
- ^ Татьяна Иванова — Узнай всё!
Каçăсем
тӳрлет- Интервью с Татьяной Ивановой. О группе «Комбинация», про Алену Апину, 60 концертов в месяц и моду — Центральное телевидение.
- Кивĕ "чăваш халăх канашлавĕнче Шнейÿ ялĕ пирки калаçни (вăл шутра — Татьяна Иванова ячĕпе çыхăнтарса та).(ĕçлемен каçă)
- Алена Апина в программе "Привет, Андрей!" - 2018 (вырăсла. Кунта Татьяна Иванова та пур (12:00 хыççăн).
- Татьяна Иванова (экс-"Комбинация") в программе "Рождённые в СССР" — 142 просмотра 24 апр. 2022 г. Эфир телеканала "Ностальгия", 2008 год. Ведущий - Владимир Глазунов
- Несменяемая солистка группы «Комбинация» Татьяна Иванова и ее роман с Вадимом Казаченко — Эхо ХХ века 1 856 просмотров 28 окт. 2021 г.
- Татьяна Иванова: фильмография, биография и интересные факты — Ледистрит.