Жуковский Рем Николаевич
Жуковский Рем Николаевич (1.1.1927 çур., Чăваш Ен, Куславкка районĕ, Чашлама ялĕ) — мусăкçă, халăх пултарулăхне йĕркелекенĕ, баянçă, композитор[1].
Рем Жуковский | |
Тулли ят | Жуковский Рем Николаевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1927, кăрлач, 1 |
Çуралнă вырăн | Чăваш республики, СССР |
Вилнĕ вăхăт | 1990 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар |
Патшалăх | РСФСР, СССР |
Профессисем | баянçă |
Жанрсем | халăх юрри |
Пурнăçĕ
тӳрлетЖуковский Рем Николаевич Чăваш Енти Куславкка районĕнчи Чашлама ялĕнче çуралса (1.1.1927) ÿснĕ[1].
Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшне пĕтернĕ, кайран хăй те унтах ĕçленĕ. Кунсăр пуçне вăл республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнче баянистсем хатĕрлес ĕçе хутшăннă.
Рем Николаевич Жуковскийĕн вĕренекенĕсем — Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Александр Юхтанов, Чăваш Ен халăх артисчĕ Михаил Михайлов, Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçисем Валентин Алексеев, Авраам Бурундуков, Николай Эриванов, çавăн пекех Николай Катранов баянçă тата ыттисем те.
Жуковскийсен йăхĕ
тӳрлет- Аслашшĕ — Захар Захарович Сперанский (дворян пулнă теççĕ, апла пулсан, ахăртнех, вырăс)
- Ашшĕ — Николай Захарович.
Рем Николаевич Жуковскийпе пĕр тăваннисем:
- Витольд (Шупашкарти пукане театрĕнче мусăк енĕпе ĕçленĕ)
- Лев (Надымра пурăнать)
- Альбина (Мускавра пурăнать)
- Геннадий
Рем Николаевич Жуковский хĕрĕ:
- Нина Жуковская (Удина), Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшне фортепиано класĕпе пĕтернĕ. Халĕ фортепиано енĕпе Шупашкарти Ф.М. Лукин ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ ача-пча мусăк шкулĕнче вĕрентет[1].
Рем Жуковский кĕнекисем
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
- Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
- Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
- Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
- Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Пахмутов, Дмитрий. Баянист Рем Николаевич Жуковский: он научил нас музыкой выражать эмоции и чувствать 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. — Ф.Павлов ячĕллĕ Мусăк вĕрентĕшĕн кивĕ сайчĕ.
Каçăсем
тӳрлет- Отделение баяна-аккордеона 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хорошее настроение подарил слушателям концерт выпускников-аккордеонистов Чебоксарского музыкального училища им. Ф.П. Павлова 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- КОНЦЕРТ УДИВИТЕЛЬНОЙ ЖИЗНИ
- Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Максимова Галина Степановна.
- МАКСИМОВА ГАЛИНА СТЕПАНОВНА.