Бурундуков Авраам Фёдорович

Бурундуков Авраам Федорович (2.11.1945 çур., Чăваш Ен, Патăрьел районĕ, Сăкăт ялĕ) — мусăкçă, халăх пултарулăхне йĕркелекенĕ, баянçă, композитор. Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1990), ЧР Композиторсен Ассоциацийĕн пайташĕ. В.Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ[1].

Авраам Бурундуков
Тулли ят Бурундуков Авраам Федорович
Çуралнă вăхăт 1945, чӳк, 2
Çуралнă вырăн Чăваш республики, СССР
Патшалăх РСФСР, СССР
Профессисем баянçă
Жанрсем халăх юрри
Ушкăнсем Шупашкарти Трактор савучĕн халăх хорĕ
Парнесем В.Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1990)

Пурнăçĕ

тӳрлет

А.Ф.Бурундуков Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса (2.11.1945) ÿснĕ. Вĕсен килйышĕнче мĕнпурĕ 14 ача пулнă. Авраам Фёдорович — чи кĕçĕнни, 14-мĕшĕ. Шупашкарта баянçăсен курсĕнче, Шупашкартах Ф.Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче, Мускаври Гнесинсем ячĕллĕ мусăк-педагогика вĕрентĕшĕнче (ăна пĕтереймен), Хусанти культура институтĕнче (1970) вĕреннĕ[1].

Сăкăтра вĕсен йăхĕ "Алексеев" хушаматлă пулнă. Анчах та амăшĕ Тăхăрьял таврашĕнчи Çĕнĕ Пăрăнтăк ялĕнчен пулнăран, вĕсем "Бурундуков" пулса тăнă[1].

Политика тата пĕрлĕх пурнăçне хутшăнни[2]

тӳрлет
  • 20.03.2005 Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн виççĕмĕш чĕнĕмĕн туллилетекен суйлавне хутшăнни (хăй тĕллĕн)
  • 16.10.2005 Шупашкар хула Пухăвĕн тăваттăмĕш чĕнĕмĕн суйлавне хутшăнни (хăй тĕллĕн)

Усламçă пулса ĕçлени

тӳрлет

А.Ф.Бурундуков ак çакнашкал йĕркелĕмсем уçнă: ООО "Алекон", ООО "Для Тебя", ИП Бурундуков Авраам Федорович[3].

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
  • Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
  • Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
  • Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет