Енĕш Виталий Григорьевич

Енĕш Виталий Григорьевич 1941, юпа, 19, Пратьякас Енĕш ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ, тăлмачĕ.

Виталий Енĕш
Çуралнă вăхăт: 1941, юпа, 19
Çуралнă вырăн: Пратьякас Енĕш ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç, тăлмач

СССР ÇП пайташĕ (1978). Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1992).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1941 çулхи юпа уйăхĕн 19 Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă.

Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ.

Аургаз район хаçачĕнче пĕр вăхăт вăй хунă. «Капкăн» журналăн отдел заведующиĕ тата яваплă секретарĕ, Чăваш АССР Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн литконсультанчĕ, СССР Литфондĕн чăваш уйрăмĕн директорĕ пулнă.

Халĕ Пушкăртстанта Стерлĕ хулинче пурăнать.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Калавсем, сăвăсем, повеçсем çырать, ăста сатирик. «Вăтăр пĕрмĕш мăкăль», «Пĕçерккĕ» (1980), «Сĕреке» (1981), «Чун кăварĕ» (1987) тата ытти кĕнекеcем те тухнă. Пурĕ 15 кĕнекере унăн ĕçĕсем пичетленнĕ.

1990-мĕш çулта унăн Чăваш кĕнеке издательствирен вырăсла куçарнă «Самое маленькое государство» кĕнеки тухнă. Тăлмачĕсем Анатолий Финько тата Леонид Краснов.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет