Душкин Алексей Николаевич

Алексе́й Никола́евич Ду́шкин (1903-мĕш çулти раштав уйăхĕн 11 (24)-мĕшĕ, Харьков кĕпĕрни, Александровка сали — 1977-мĕш çулти юпа уйăхĕн 8-мĕшĕ, Мускав) — паллă совет архитекторĕ, виçĕ хут Сталин премийĕн лауреачĕ (1941, 1946, 1949-мĕш çулсем).

Кун-çулĕ

тӳрлет

Касак çемьинче çуралса ӳснĕ. Граждан вăрçине пула пуçламăш образовани илеймен. Çапах та 1919-мĕш çулта Харьковри технологи институтне вĕренме кĕнĕ. Унта 2 çул (1923 — 1925 çç.) хими факультетĕнче вĕреннĕ, кайран А. Н. Бекетов патĕнче, архитектура факультетĕнче вĕренсе пĕтернĕ (1925 — 1930 çç.).

Алексей Николаевич конструктивизм енĕпе нумайрах ĕçленĕ, Веснин пиччĕшсен ĕçĕсемпе интересленнĕ.

1933 — 1932-мĕш çулсенче И. А. Фомин мастерскойĕнче архитектор пулса ĕçленĕ. Çак çуртсен архитектурин конкурсĕсене хутшăннă: Совет Керменĕ(Дворец Советов) (1931 — 1932), Радио Керменĕ (1933), Маркс — Энгельс — Ленин Институчĕ.

Мускаври метро станцийĕсен проекчĕсене те тунă — «Кропоткинский» (Я. Г. Лихтенбергпа пĕрле, 1935-мĕш çулта; 1941-мĕшĕнче Сталин премийĕне тивĕçнĕ), «Революци Площачĕ» (1938), «Маяковский» (1938), «Автозаводский» (1943; 1946-мĕшĕнче Сталин премине тивĕçнĕ), «Новослободский» (1952). Симферопольри тата Сочири чукун çул вокзалĕсене тунă (1951 тата 1952-мĕш çулсенче). Çаплах Мускаври Хĕрлĕ алăксем патĕнчи Транспорт тăвакан министерство çуртне (1947—1953; 1949-мĕш çулта Сталин премине илнĕ) тата Лубянский площадьри «Детский мир» универмага (1953—1957) проектировать тунă.

Метропроектăн, Метростройăн (1941—1943) тата Наркоматăн Тĕп архитектурнăй мастерскойĕн (1943-мĕш çултан СССР çулĕсен министерстви) тĕп архитекторĕ. 1947—1974-мĕш çулсенче Мускаври архитектура институтĕнче вĕрентнĕ.

Каçăсем

тӳрлет
  • «Метрострой» журнал корреспонденчĕ С. Пономаренко Патшалăх парнин лауреачĕпе А. H. Душкин профессорпа калаçни. «Метрострой», 1973, N. 5, с.29 [1] 2001 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  • А.Н. Душкина халалланă курав çинчен статья [2]