Джибути
Джибу́ти́ (арап. جيبوتي), официалл Джибу́ти́ республики (جمهورية جيبوتي) — Африкăн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчи патшалăх. Хĕвелтухăç енче Хĕрлĕ тинĕсĕн Аден кӳлмекĕ, çурçĕрте Эритрейпа, кăнтăрпа хĕвеланăçĕнче Эфиопипе чикĕ тытать. Кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче Сомалиленд патшалăхĕ.
جمهورية جيبوتي République de Djibouti (фр.) Gabuutih Ummuuno (афар) Джибути | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | харап чĕлхи, франци чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Джибути | ||||
Чи пысăк хула | Джибути | ||||
Президент | Исмаил Омар Гелле | ||||
Премьер-министр | Дилейта Мохамед Дилейта | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
147 вырăнта 23 200 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2009) - Йышлăхĕ |
171 вырăнта 27 949 639 35,27/км² | ||||
Валюта ячĕ | Джибути франкĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +03 пуçласа +03 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Джибути патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | [[.dj]] | ||||
Тел. префиксĕ | 253 |
Кун-çулĕ
тӳрлетÇĕнĕ саманари пĕрремĕш ĕмĕрсенче Джибутире кушит чĕлхеллĕ (афар тата исса) куçса пурăнакан йăхсем пурăнннă. V—VI-мĕш ĕмĕрсенче Аксум патшалăхне кĕнĕ. VII-ĕш ĕмĕрте арап султанĕсен витĕмне лекнĕ. Халăх хушшинче ислампа арап челхи саралнă. XVI-мĕш ĕмĕрте, Сомали çурутравĕнче португалсемпе эфиопсем туркăсемпе тата сомалисем вăрçнă вăхăтра, патшалăха çапăçса илнĕ. XVI-мĕш ĕмĕрте каллех арапсен аллине лекнĕ. Вырăнти халăх куçса çӳренĕ. Арапсем ертсе пынă тата суту-илӳпе аппаланнă. 1862-мĕш çулта французсем Адаль султанпа килĕшӳ туса Джибутине тытса тăрассине çирĕплетнĕ. Афарсем пуранакан çĕр тата Обокри якорь чарăнăвĕ Франци аллине куçнă. 1881-меш çулта территорие аталантарма акционе компанисем йĕркеленĕ, Джибути хулине тума пуçланă. 1896-мĕш çулта Франци Сомали Çыранĕ ят илнĕ (1967-мĕш çултан Французсен афарсемпе иссен территорийе). 1889-меш çулта вырăс поддныйĕсем Франци Сомали Çыранĕн пĕр пайне (Сагалло) колонизацилеме хăтланнă. Анчах колни пуçараканĕн полномочисем тата Раçсей планĕсене çирĕплетменнине пула Франци флочĕ колонистcене хăваласа янă. 1946-меш султа колони Францин тинĕс лешен территори статусне илнĕ. 1977-мĕш çулти референдум хыççăн патшалăха никама та пăхăнмалăх панă, ăна Джибути ятпа палăртнă. 1981-мĕш çулта пĕр партиллĕ система кĕртнĕ. Джибути политика пурнăçĕнче яланах чи пысăк халăхĕсен (афар тата исса) хушшинчи керешӳ пысăк вырăн йышăннă. 1979-мĕш çулта афарсем хушшинче кăмăлсăрлăх вăйлă çĕкленнĕ, партизан вăрçи пуçланнă. 1992—2000 çулсенче патшалăхра граждан вăрçи пынă, вăл полномочисене пайлас килĕшӳ таса вĕçленнĕ. 2008-мĕш çулта Джибутипе Эритрей хушшинче чикĕри конфликт пулнă.
Административла пайлану
тӳрлетПатшалăх 11 округа пайланать. Округсемпе республика комиссарĕсем (префектсем) ертсе пыраççĕ. Вĕсем çав вăхăтрах вĕсем округ тĕп хулисен хула пуçлахĕсем.
- Алайли (Alaili Dadda);
- Али-Саби (Ali Sabieh District);
- Ас Эйла (As Eyla District);
- Балге (Balha District);
- Дикиль (Dikhil District);
- Джибути (Djibouti District);
- Дорра (Dorra District);
- Обок (Obock District);
- Ранда (Randa District);
- Таджура (Tadjourah District);
- Йобоки (Yoboki District);
Вуламалли
тӳрлет- Густерин П. В. Города Арабского Востока. — М.: Восток—Запад, 2007. — (Энциклопедический справочник). — 2000 экз. — ISBN 978-5-478-00729-4
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетШаблон:Джибути темăсенче Шаблон:Арап патшалăхĕсен лиги
Урăх чĕлхе уйрăмĕнче туллирех статья пур Джибуті(укр.) Çак статьяна куçарса эсир проекта пулăшма пултаратăр.
|