Григорьев Николай Григорьевич (критик)

Григорьев Николай Григорьевич, — литература критикĕ. 1930 çулхи ака уйăхĕн 7 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кăкар ялĕнче çуралнă.

1981 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Йĕкĕрвар вăтам шкулĕнче, Чăваш педагогика институчĕнче вĕреннĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче редактор, «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Юратнă сăнарсем» (1980);
  • «Ӗмĕтпе ĕç» (1985);
  • Пурăнатпăр-ха! Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай. 2012
  • тата ыттисем.