Гори
Гори | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Грузи |
---|---|
Регион: | Шида Картли |
Никĕсленĕ: | VII ĕмĕр |
Хула, çултан: | 1950 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 48 143 (2014) |
Хула лаптăкĕ: | 16,85 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 41°58′37″ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 44°06′09″ х.т. д. |
Халăхĕ
тӳрлетХалăх йышĕ — 48 143 çынна яхăн (2014).[1]
Тавралăхĕ
тӳрлетХула Лиахвипе Кура шывĕсем пĕрлешнĕ тĕлте, Тбилисирен 76 çм тата Цхинвалран 33 çм вырнаçнă. Чукун çул станцийĕ пур.
Истори
тӳрлетХулана Тавит Çурт тăвакан (1089—1125) никĕсленĕ.
1292 çулта, Пăхатăр тикки тапхăрĕнче, Гори осетинсен аллине лекет, 1326 çулта хулана каялла Георги патша çĕнтерсе илет[2].
1920 çулхи çĕр чĕтренĕвĕнче хула çав тери арканнă.
2006 çулта Грузи президенчĕ Михаил Саакашвили Гори хулинче Грузин иккĕмĕш (1-мĕшĕ — Сенакире) çар тĕппине йĕркелесе хума хушать[3].
Гори грузи-кăнтăросети хирĕçĕвĕнче
тӳрлетАвăн, 11 грузин çарĕсем çапăçусăрах Горине пăрахса хăварнă [4]. Хуларан çаплах полици, администраци тухса кайнă — тустарусем пуçланнипе авăн, 15 хулана раççей çарĕн пайĕсем кĕнĕ.[5]
Этеплĕхĕ
тӳрлет- Хулара вăтам ĕмĕрлĕхĕн Горисцихе карманăн ишĕлчĕкĕсем пур.
- Иосиф Сталин музейĕ.
Паллă çыннисем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Гори çанталăкĕ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Гори
- ^ მოსახლეობის საყოველთაო აღწერა 2014. საქართველოს სტატისტიკის ეროვნული სამსახური (ნოემბერი 2014). Тĕрĕсленĕ 27 ივლისი 2016.
- ^ Алания в XII-XIV вв.(ĕçлемен каçă)
- ^ Горире Грузин иккĕмĕш хальхиллĕ çар тĕппине туса хумалла(ĕçлемен каçă)
- ^ Грузи çарĕсем пĕрре пемесĕрех Горирен тухса кайнă
- ^ Раççей танкĕсем Горире тесе хыпарлаççĕ грузинсем
- ^ Грузи: Раççей çарĕсем Горине хăварнă. (ĕçлемен каçă)