Гвиней-Бисау
Гвине́й-Биса́у (порт. Guiné-Bissau, официаллă ячĕ — Гвине́й-Биса́у респу́блики (порт. República da Guiné-Bissau [ʁɛˈpublikɐ dɐ ɡiˈnɛ biˈsau])) — Хĕвеланăç Африкăри патшалăх, унччен Португали колонийĕ пулнă. 1973-мĕш çултан никама та пăхăнмасть. Сенегалпа тата Гвинейпа чикĕ тытать.
República da Guiné-Bissau Гвиней-Бисау | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | португали чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Бисау | ||||
Чи пысăк хула | Бисау | ||||
Президент | Мамаду Туре Курума | ||||
Премьер-министр | Руи Дуарте Барруш | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
33 вырăнта 36 120 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2002) - Йышлăхĕ |
149 вырăнта 1 647 000 44,1/км² | ||||
Валюта ячĕ | франк КФА (XOF | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ -0 пуçласа -0 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Гвиней-Бисау патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | [[.gw]] | ||||
Тел. префиксĕ | 245 |
Гвиней-Бисау малалла тĕнчери организацисем йышне кĕрет: ПНО, АП, ЭКОВАС, Ислам килĕштерсе ĕçлени организацийĕ, Тĕнчери Франс чĕлхиллĕ çĕршывсен организацийĕ, Кăнтăр Атлантик тăнăçлăх тата коопераци зони.
Истори
тӳрлетÇăр пăтăрмахĕ (2012)
тӳрлет2012-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Гвиней-Бисаура çар çыннисем патшалăх влаçне улăштарнă. Вăхăтлăх патшалăхПерейра Раймунду президентне тата малтан премьер-министр пулнă Гомеш Карлуш Жуниора арестленĕ. Пăтармах президент суйлавĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш туре хушшинче пулнă. Суйлава Карлуш Гомеш Жуниор хутшăннă, пĕрремĕш турта вăл сассен 49% пухнă, çав вăхăтрах оппозици кандидачĕ Камба Яла 23% пухма пултарнă. Яла пĕрремĕш тур вăхăтенче нумай фальсификаци тунă тесе иккĕмĕш тура хутшăнассинчен туннă [1].
Климат
тӳрлетАдминистративла пайлану
тӳрлетГвиней-Бисау 9 округа пайланать, вĕсенчен 8- материк çинче, пĕри (Болама)Бижагош архипелагĕнче вырнаçнă. Тĕп хули - Бисау уйрăм округ шутланать. Лаптăкĕ чи пĕчĕкки пулсан та, халых йышĕ чи пысăкки. Утравсенчи округра халăх шучĕ чи пĕчĕкки.
№ | Регион | Регион (порт.) | Административлă центр | Лаптăк, км² | Халăх йышĕ (2004), çын. | Йышлăх, çы/км² |
---|---|---|---|---|---|---|
1 | Бисау | Bissau | Бисау | 78 | 407 424(2007) | 5223,38 |
2 | Бафата | Bafatá | Бафата | 5 981 | 182 959 | 30,59 |
3 | Биомбо | Biombo | Киньямел | 838 | 63 835 | 76,18 |
4 | Болама | Bolama | Болама | 2 624 | 27 959 | 10,66 |
5 | Габу | Gabu | Габу | 9 150 | 178 318 | 19,49 |
6 | Кашеу | Cacheu | Кашеу | 5 175 | 164 676 | 31,82 |
7 | Кинара | Quinara | Фулакунда | 3 138 | 52 174 | 16,63 |
8 | Ойо | Oio | Бисора | 5 403 | 179 048 | 33,14 |
9 | Томбали | Tombali | Катио | 3 736 | 72 441 | 19,39 |
Пĕтĕмпе | 36 123 | 1 328 834 | 36,78 |
Пысăк хуласем
тӳрлетRank | Хула | Халăх йышĕ | Окург | |
---|---|---|---|---|
1979 Census | 2005 estimate | |||
1 | Бисау | 109,214 | 388,028 | Бисау |
2 | Бафата | 13,429 | 22,521 | Бафата |
3 | Габу | 7,803 | 14,430 | Габу |
4 | Биссора | N/A | 12,688 | Ойо |
5 | Болама | 9,100 | 10,769 | Болама |
6 | Кашеу | 7,600 | 10,490 | Кашеу |
7 | Bubaque | 8,400 | 9,941 | Болама |
8 | Катио | 5,170 | 9,898 | Томбали |
9 | Мансоа | 5,390 | 7,821 | Ойо |
10 | Буба | N/A | 7,779 | Кинара |
11 | Квебо | N/A | 7,072 | Кинара |
12 | Канчунго | 4,965 | 6,853 | Кашеу |
13 | Фарим | 4,468 | 6,792 | Ойо |
14 | Квинхамель | N/A | 3,128 | Биомбо |
15 | Фулакунда | N/A | 1,327 | Кинара |
Чĕлхесем
тӳрлетХалăхăн 14% çеç официаллă португал чĕлхипе калаçать. 44% криол чĕлхипе, ыттисем вырăнти Африка чĕлхисемпе калаçаççĕ. Португалсемпе метиссен нумайăшĕ тата криол е африка чĕлхисемпе калаçать. Шкулсенче франци чĕлхине те вĕрентеççĕ.
Тулаш суту-илӳ
тӳрлетЭкспорт таварĕсем - кешью мăйăрĕ, креветкă, арахис, вăрман. Тĕпрен тавар илекенсем (2008 çул): Инди — 64 %, Нигери — 30 %, Пакистан — 1 %. Импорт — апат-çимĕç, промăçлăх таварĕсем, нефтепродуктсем. Тĕп тавар илсе килекенсем (2008 çул): Португали — 24 %, [[Сенегал [[— 17 %, Инди — 11 %, Кот-д’Ивуар— 5 %. Африка, Кариб бассейнĕ тата Лăпкă океан регион патшалăхĕсен организацине кĕрет.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Информация о Гвинее-Бисау (акăлч.)
- Физическая карта Гвинея-Бисау
- Guinea-Bissau at Encyclopædia Britannica (акăлч.)