Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ
тĕнчери патшалăхсем хушшинчи организаци
Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ (акăл. United Nations) — пĕтĕм тĕнчери мира тытса тăма, çирĕплетме, патшалăхсем хушшинчи çыхăнусене вăйлăлатма йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи организаци. Организаци никĕсĕсемпе структурине Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Гитлер режимне хирĕç коалицине кĕрекенсем йĕркеленĕ.
ПНО кун-çулĕ
тӳрлетПНО Нацисен Лиги организацийĕ хыççăн йĕркеленнĕ.
Устава 50 патшалăхран килнĕ çынсем 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче устав вăя кĕнĕ. 1946-2002 çулсем хушшинче ПНО шутне 140 патшалăх кĕртнĕ.
ПНО Ертÿçисем
тӳрлет- 1 ) Трюгве Ли
- 2 ) Даг Хаммаршёльд
- 3 ) У Тан
- 4 ) Курт Вальдхайм
- 5 ) Хавьер Перес де Куэльяр
- 6 ) Бутрос Бутрос-Гали
- 7 ) Кофи Аннан (Гана) = 1997 - 2007
- 8 ) Пан Ги Мун (Кăнтăр Кореи) = 1 кăрлач 2007
ПНО структури
тӳрлетПНО штаб-хваттерĕ Нью-Йорк хулинче вырнаçнă.
Уйрăмĕсем:
- Тĕп Ассамблея — ыйтусене сӳтсе явас, хушусем кăларас енчен тĕп вырăн йышăнать. Ассамблея кашни çулхи сессине авăнпа-раштав уйăхĕнче пухăнать. Ытти вăхăтра — кирлĕ пулсан.
- Хăрушсăрлăх Канашĕ — хăрушсăрлăхпа мира тытса тăрас ĕçе туса пырать. Унăн сĕнĕвĕсемпе пурин те килĕшмелле. Хăрушсăрлăх Канашне кĕрекен яланхи членĕсем (Раççей, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай) пĕр шухăша тупни çинче тытăнса тăрать.
- Экономикăпа Социаллă Канашсем — экономикăпа сациаллă енчен тĕнче шайĕнчи килĕшӳсене ертсе пырать. 5 регион уйрăмĕсенче тăрать.
- Пĕтĕм тĕнчери суд — ПНОн тĕп суд органĕ.
- Секретариат
Официаллă чĕлхесем
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Официаллă сайт(выр.)
- Раççейри официаллă интернет-элчелĕхĕ 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- UNBISnet — ПНО Информациллĕ-библиографиллĕ системи(акăлч.)
- The United Nations Regional Information Centre (UNRIC)(акăлч.)
- United Nations Documentation Research Guide(акăлч.)
- Official YouTube channel(акăлч.)
- Searchable archive of UN discussions and votes(акăлч.)
- United Nations Association of the UK — independent policy authority on the UN(акăлч.)
- Website of the Global Policy Forum, an independent think tank on the UN(акăлч.)
- UN Watch — NGO monitoring UN activities(акăлч.)
Шаблон:Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ Шаблон:Лăпкăлăх Нобель премийĕ 2001—2025
Ку йĕркелӳ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |