Гаусс, Карл Фридрих

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Гаусс пăхăр.

Иога́нн Карл Фри́дрих Га́усс (ним. Johann Carl Friedrich Gauß; 30.4.1777, Брауншвейг — 23.2.1855, Гёттинген) — XIX ĕмĕрти хисепсен теоринче ĕçленĕ нимĕç математикĕ, механикĕ, физикĕ, астрономĕ тата геодезисчĕ[1]. Мĕнпур вăхăтсен мăн математикĕсенчен пĕри, «математиксен королĕ»[2]. Копли медалĕн лауреачĕ (1838), Швед (1821) тата Петербург (1824) ăслăхĕсен академисен, акăлчан Королĕн пĕрлĕхĕн ютçĕр пайташĕ.

Карл Фридрих Гаусс
Carl Friedrich Gauß

Carl Friedrich Gauß, Namenszug von 1794.jpg
Çуралнă вăхăт: 1777, ака, 30
Çуралнă вырăн: Брауншвейг
Вилнĕ вăхăт: 1855, нарăс, 23
Вилнĕ вырăн: Гёттинген
Ăслăх сфери: математика, механика, физика, астрономи, геодези
Ĕç вырăнĕ: Гёттинген университечĕ
Альма-матер: Гёттинген университечĕ
Ăслăх ертӳçи: Пфафф Иоганн Фридрих
Паллă вĕренекенсем: Бойяи Фаркаш, Август Фердинанд Мёбиус, Петер Густав Лежён Дирихле тата Густав Роберт Кирхгоф
Чыславсемпе парнесем


Парис ĂА Лаланд ячĕллĕ премийĕ (1810)
Копли медалĕ (1838)

Биографи

тӳрлет
 
Гаусс çуралнă çурт (упранса юлман)

Брауншвейг нимĕç херцăклăхĕнче çуралнă. Маçаккăшĕ чухăн çын пулнă çĕр ĕçĕпе хăтланнă; ашшĕ, Гебхард Дитрих Гаусс, — пахчаçă, каменщик, канал пăхаканĕ; амăшĕ, Доротея Бенц, — каменщик хĕрĕ пулнă. Хут çырма пĕлменскер, амăшĕ ывăлĕн çуралнă кунне çырса хăварман, астуса юлнипе, ача юнкун çуралнă, Турă Чĕрĕлни уявĕччен сакăр кун маларах, ăна Мăнкун иртсен 40-мĕш кунне асăнаççĕ. 1799 çулта Гаусс хăй çуралнă кунне формулăпа тĕп-тĕрĕс шутласа кăларнă[3].

Вырăсла куçарнă ĕçĕсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Боголюбов, 1983, с. 121—123
  2. ^ Гиндикин С. Г. Рассказы о физиках и математиках. — М.: МЦНМО, 2001. Глава «Король математиков».
  3. ^ [1]

Литература

тӳрлет