Гаврилов Николай Федорович
Гаврилов Николай Федорович- 1958-мĕш çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралнă. Раçççей паттăрĕ (2002), генерал-лейтенант - 2007.
Николай Федорович Гаврилов | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1958 çул, авăнăн 14-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Янкăлч ялĕ Канаш районĕ, Чăваш Ен, ССРС | |||||
Пăхăнулăх | СССР РФ | |||||
Çар ăрачĕ | ФСБ | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1975- | |||||
Хисеп | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Афган вăрçи 1979-1989 | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетХĕçпăшаллă Çарта 1975-мĕш çултанпа. 1979-мĕш çулта Сызранти çар аслă училищинчен отличипе вĕренсе тухнă хыççăн Чикĕ çарĕсенче хĕсметре тăрать [1]. Вăтам Ази Чикĕ Çар округĕнчи вертолет чаçĕсенче службăра пулнă. Вертолет командирĕ, звено командирĕ, эскадрилья командирĕ тивĕçĕсене пурнăçланă. Ми-8, Ми-24 тата Ми-26 вертолетсемпе вĕçнĕ.
1979-1987-мĕш çулсенче Афганистанри çапăçусене хутшăннă, 2000 ытла хут вĕçев тунă.
1987-1990-мĕш çулсенче Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-Çар академинче вĕреннĕ. Ана отличипе пĕтернĕ хыççăн Вăтам Азири вертолет полкĕн командирĕн çумĕ пулнă.
1992-1999 мĕш çулсенче Федераллă чикĕ службин ăслăлăх-тĕпчев техника центрĕн ăслăлăх сотрудникĕ - аслă летчик-испытатель. 1993-мĕш çулта Громов ячĕллĕ ЛИИ çумĕнчи летчик-испытательсен шкулне пĕтернĕ.
1999-мĕш çултанпа Гаврилов Н.Ф. Федераци хăрушсăрлăх службин авиаци управленин начальникĕ.
Чыславсемпе парнесем
тӳрлет- Раççей Паттăрĕ - 2002.
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
- Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн - III шайри.
- медальсем.
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ çар летчикĕ;
- Çар летчикĕ-снайпер;
- 1-мĕш класслă летчик-испытатель.
- Янкăлч вăтам шкулне ун ятне панă, унта Гаврилов музейĕ ĕçлет.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Кун-çулĕ
- Гаврилов çинчен Янкăлч шкулĕн сайчĕнче(ĕçлемен каçă)
- Дмитрий Шпаро Гаврилов çинчен 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Янкăлчри шкул музейĕнче