Вырăс-хусан вăрçи (1552—1556)

Вырăс-хусан 1552—1556 çулсенчи вăрçи, Хусан вăрçи — хусан тутарĕсем Хусан ханлăхĕн пăхăнманлăхне тавăрасшăн ирĕклĕх вăрçи.

Хусан вăрçи
Тĕп хирĕçӳ: Вырăс-хусан вăрçисем
Вăхăт 1552—1556
Вырăн пулнă Хусан ханлăхĕн территорийĕ
Сăлтав Хусан ханлăхĕн пăхăнманлăхне тавăрасшăн кĕрешнĕ
Тăшмансем
Znamya Ivana IV.jpg Вырăс патшалăхĕ
Туçи марисем
Чăвашсем
Хусан тутарĕсем
Чăвашсем
Çаран марисем
Удмуртсем
Нухай Урти
Çарпуçсем
Александр Горбатый-Шуйский
Пётр Шуйский
Иван Мстиславский
Михаил Воротынский
Семён Микулинский
Даниил Адашев
Андрей Курбский
Борис Салтыков парăннă 
Мамич-Бердей парăннă 
Али-Акрам 
Усеин-Сеит
Туакмиш-шахзада
Сары-батыр
Кебенке
Кулай-мурза
Енсен вăйĕсем
паллă мар
Çухатнисем
паллă мар паллă мар
Вырăс-хусан вăрçисем
1437—1445  • 1467—1469  • 1478  • 1487  • 1505—1507  • 1521—1524  • 1530—1531  • 1535—1552  • 1552—1556  • Хусан харçисем  • Хусана илни

ПулнисемПравить

Хусана ярса илсен те вырăссем ханлăх йышне кĕнĕ территорие пĕтĕмпех контроле илеймен.

Малашнехи темиçе çул хушши ханлăх территорине Вырăс патшалăхне кĕртмешкĕн нумай вăй пĕтерме тивнĕ. 1553 çулăн пуçламăшĕнче Çаран (Атăлăн сулахай çыранĕнче) енче пăлхану пуçланнă та Туçи енне те куçнă. Вăйпутсем хăйсен вăйĕсемпе лăплантарма пултарайман, вырăссем нумай çухатнă. Пăлхав çулăмĕ ханлăхра пулнă чылай çĕре, ытларах Çаран енне, ярса илнĕ. С. И. Ми­ку­лин­ский кнеç 1554 çулхи нарăс уйăхĕнче Хусантан çарпа тухнă та тухăçалла тата çурçĕрелле пăлханакан территорие, Вятка çĕрне çити тустарнă. Пин çынна тыткăна илнĕ, пăлхавçăсем тунă хӳтĕлев хулисене аркатнă. Кампани вĕçленсен «Ар çĕрĕнче» вырăс центрĕн влаçĕ пулса тăнă.

Вырăссен тата пысăкрах отрячĕсем Хусан енĕнче 1554-1555 çулсенче тăнă, ун чухне кунта 1554 çулăн варринче вырăссене хирĕçле каллех пăлханма тытăннă. Çара Улатимĕрте, Суздальре, Мурăмра пуçтарнă, уйрăм тĕкĕртсем Перĕм тата Вятка çĕрĕсенчен килнĕ, çурçĕрти уессенче мобилизаци иртнĕ. Вăрçă ĕçĕсем темиçе эрне иртнĕ. 1555 çулта çулла Туçи ене пăхса тăма çĕнĕ карман — Шупашкар — туса хăварнă.

Пăлхав çапах та лăпланман. Палхавçăсен çулпуçĕсенчен пĕри Мамич-Бердей Нухай Уртинчен Али-Акрам хана, пысăках мар ушкăнпа илсе килсен, çапăçусем татах хĕрсе кайнă. Нухайран татах пулăшу килет тесеи кĕтни клăхах пулнă, вырăс çарĕ пăлханакансен карманне - Чалыма — çĕнсе илнĕ. Али-Ак­рама юлташĕсемпе пĕрле, пăлхавçăсем хăйсемех айăпласа велернĕ. 1555 çулхи кĕркунне Андрей Курбский кнеçĕн çарĕ каллех Çаран енне атакăланă. 1556 çулта, çуркунне Туçи енне кайнă Ма­мич-Бер­дейе тыткăна илнĕ, Мускава çитернĕ. Хусан патнелле вырăс отрячĕсем 1556 çулта çуркунне-çулла кайнă. Юлашки çапăçусем 1556-57 çулăн хĕл кунĕсенче — 1557 çулхи çуркунне пулнă. 1557 çулхи çулла ханăн тата мăрсасен (пуçне хунисен, тарнисен е шанăçран тухнисен) çĕрĕсене валеçсе панă. Çак вара пăлхава путарнине, хан çĕрĕсем Вырăс патшалăхне куçнине пĕлтернĕ.

ХыççăнхисемПравить

Экономика лакăма кĕрсе ӳкнĕ, халăх йышĕ питĕ хăвăрт пĕтме тытăннă. Хусанта чуллă кармана хăпартнă, тутарсене хуларан кăларса янă, мечетсене аркатнă. Пăлхава пусарсан вырăнти феодалсен çĕрĕсене конфискациленĕ те патшалăх çине, боярсен, дворянсен, хакалçăсен тата çĕнĕ влаçа хапăлланă тутарсен аллине панă. Ханлăхăн пулнă территоринче вырăссен йышĕ ӳсме тытăннă.

Çав. пекехПравить

ЛитератураПравить

КаçăсемПравить