Вирьял Юрий Петрович

Вирьял Юрий Петрович (чăн хушамачĕ Петров, 1936, çурла, 18, Чăваш Ен, Красноармейски районĕ, Еншик Чуллă ялĕ — 1993, авăн, 16, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

Юрий Вирьял
Çуралнă чухнехи ят: Юрий Петрович Петров
Çуралнă вăхăт: 1936, çурла, 18
Çуралнă вырăн: Еншик Чуллă ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1993, Авăн, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993).

СССР ÇП пайташĕ (1967). ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993)[1].

Пурнăçĕ

тӳрлет

1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă.

1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне, 1968 çулта А. М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕренсе тухнă. «Пионер сасси» хаçатăн, «Тăван Атăл» журналĕн редакциĕсенче, чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.

1993 çулта авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Юрий Вирьялăн нумай сăвă пуххи пичетленсе тухнă. Вăл ача-пăча валли, юрăсем валли сăвăсем çырнă. Çавăн пекех нумай чĕлхерен чăваш чĕлхине сăвăсене куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Сенкерленчĕ шуçăм. Юрăсем» (1962);
  • «Çăлтăрсен вăййи» (1975);
  • «Туслăх асамачĕ» (1985).

Асăнмалăх

тӳрлет

«Шăпчăк юрриллĕ кĕтес» [2]

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Алексеев, А. Юрий Петров–Вирьял поэтпа пĕрле / А. Алексеев // Тăван Атăл. – 1996. – № 8. – С. 68–69.
  • Юрий Вирьял поэт çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май : статьясем // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 15 авг. – Содерж.: Нумай енлĕ талант / Eршов–Янгер Н. ; Пурнăç ункинче.
  • Хирти сăвă. Асра юлакан йĕркесем / Ю. Петров–Вирьял ; Вырăс поэчĕсем ăна çапла хакланă /
  • С. Смирнов, Д. Ковалев ; Юрий Вирьял çинчен / У. Яккăвĕ ; Чăваш композиторĕсем унăн сăввисем пирки / Ф. Лукин, Г. Хирбю ; Литература критикĕсем – Ю. Петров поэзийĕ çинчен / М. Юрьев, И. Кузнецов.
  • Юрий Вирьял çуралнăранпа – 60 çул : статьясем // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 17 авг. – Содерж.: Кам вăл маншăн Вирьял? / Ю. Арсентьев ; Асра юлчĕç тĕлпулу саманчĕсем / Н. Eршов ; Сăвăç ентешĕсене. Поэт вилсессĕн те – поэт : [сăвăсем] / Н. Eршов ; Ăнсăртран тĕл пултăм–ши? : [юрă] / сăвви Ю. Петровăн, кĕвви И. Степановăн.
  • Дубров, Г. Асăну хăми çакатпăр / Г. Дубров // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 1 юпа.
  • Сандров, Н. Юрă сăмахĕсен парни / Н. Сандров // Тăван Атăл. – 1962. – № 5. – С. 90–93.
  • Сементер, Ю. Кăн–кăвак килсессĕн шуçăм / Ю. Сементер // Тантăш. – 1996. – 16 çурла (№ 35). – С. 9.
  • Чаржов, Г. Кунçул уттинчен юлмасăр / Г. Чаржов // Петров–Вирьял Ю. Ырми–канми çăлкуç / Ю. Петров–Вирьял. – Шупашкар, 1986. – 122–124.
  • Юман, А. Юрий Вирьял / А. Юман // Канаш (Ульяновски обл.). – 1996. – 27 утă.
  • Юмарт, Г. Çамрăклăх юрăçи / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 10–17 авг. (№ 32). – С. 6.
  • Юшков, С. Хĕрÿ чĕреллĕ поэт–лирик / С. Юшков // Пионер сасси. – 1986. – 26 авг.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет