Глаголева Вера Витальевна
Ве́ра Вита́льевна Глаго́лева (кăрлач, 31 1956, Мускав, СССР — 2017, çурла, 16, Баден-Баден, Баден-Вюртемберг, Германи) — совет тата раççей театрпа кино артисчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996).
Вера Глаголева | |
Çуралнă чухнехи ят: | Вера Витальевна Глаголева |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1956, кăрлач, 31 |
Çуралнă вырăн: | Мускав, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2017, çурла, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Баден-Баден, Баден-Вюртемберг, Германи |
Професси: | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актриси, режиссёрĕ, сценарисчĕ, XXI ĕмĕрти раççей продюсерĕ |
Карьера: | 1975—2017 |
Кун-çулĕ
тӳрлетПултарулăхĕ
тӳрлетВера Глаголева, вăтам шкулран вĕренсе тухсан, артист пуласа шухăшламан та. Çамрăк чух вăл ухăран пересипе спорт ăсти шайне çĕкленсе Мускав чысне яш ушкăнĕнче хӳтĕленĕ.
Кинора Вера Глаголева шкулта вĕренсе тухсанах, 1974 çулта, кинофильм ытамне çакланать. Ăнсăртран «Мосфильма» кĕнĕскерне «На край света» фильмне выляма чĕнеççĕ. Сима рольне Глаголева ним хатăрленмесĕрех ӳнерлет.
«Ку „На край света“ ӳнер ĕçĕ пулчĕ, — аса илет Вера, — фильма Родион Нахапетов Виктор Розов сценарипе хевтелет. Сима ятлă хĕрача ролĕ. Хумхантаруллă сăнар, вăл хăйĕн юрату телейĕшĕн кĕрешет. Ӳнер маншăн питĕ хаклă, мĕншĕн тесен вăл манăн дебют, — мана сумлă, чаплă артистсемпе, Борис Андреевпа выляма май килчĕ».
Артист тата режиссёр Родион Нахапетов çамрăк Вера Глаголевăран 12 çул аслăрах пулнă. Кĕçех Вера Глаголева Нахапетова качча тухать те упăшкин пур лентисенче вылять: «Враги», «Не стреляйте в белых лебедей», «О тебе».
1977 çулта Глаголевăна Анатолий Эфросăн «В четверг и больше никогда» фильмĕнче Варя рольне выляма чĕнеççĕ. Артист паха хевтелени Эфрос кăмăлне çав тери каять те ăна Малая Бронная çинчи театăра ĕçлеме чĕнет. Вера Глаголева килĕшмест, кайран çакăншăн ӳкĕнет.
Пайăр пурнăçĕ
тӳрлетПĕрремĕш упăшкипе Родион Нахапетовпа Вера Глаголевăн икĕ хĕрача — Анна тата Мария — çуралнă.
Аслă хĕрĕ Анна балерина пулса тăрать, Большой театрта ташлать. Ачалăхра вăл амăшĕпе пĕрле «Воскресный папа» фильмра вылянă. Çаплах «С ног на голову», «Русские в городе ангелов» тата «Тайна Лебединого озера» фильмсенче сăнар ӳнерленĕ.
Мария качча тахса АПШ-на куçса каять. Унта вăл компьютер графики шкулĕнчен вĕренсе тухать.
Нахапетовпа уйрăлсан Вера Глаголева Кирилл Шубский усламçăна качча тухать. Вĕсен Настя хĕрача çуралать.
Чысĕсемпе парнесем
тӳрлет- 1986 çулти паха хĕрарăм артист, «Советский экран» журнал ыйтса пĕлнипе («Выйти замуж за капитана»).
- Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996).
Фильмографи
тӳрлет- 1975 — На край света — Сима
- 1977 — В четверг и больше никогда — Варя
- 1977 — Враги
- 1978 — Подозрительный
- 1980 — Не стреляйте в белых лебедей — Нонна Юрьевна
- 1981 — О тебе
- 1982 — Звездопад — Женька
- 1983 — Торпедоносцы — Шура
- 1984 — Прости нас, первая любовь
- 1984 — Преферанс по пятницам
- 1984 — Идущий следом
- 1985 — Выйти замуж за капитана — Лена
- 1985 — Снайперы - Веткина
- 1985 — Искренне Ваш
- 1986 — Зонтик для новобрачных — Зоя
- 1986 — Воскресный папа — Лена
- 1986 — Сошедшие с небес — Маша
- 1986 — Покушение на ГОЭЛРО
- 1987 — Дни и годы Николая Батыгина
- 1987 — Без солнца
- 1988 — Эти… Три верные карты…
- 1988 — Эсперанса
- 1989 — Оно
- 1989 — Женщины, которым повезло
- 1989 — Софья Петровна
- 1990 — Сломанный свет — Ольга (режиссёр и актриса)
- 1990 — Короткая игра
- 1991 — Между воскресеньем и субботой
- 1992 — Устрицы из Лозанны
- 1992 — Все о’кей господа или уик-энд по русски…
- 1992 — Исполнитель приговора
- 1993 — Я сама
- 1993 — Ночь вопросов — Катя Клименко
- 1997 — Бедная Саша — Мама
- 1998 — Зал ожидания — режиссер
- 1998 — Самозванцы
- 2000 — Женщин обижать не рекомендуется
- 2000 — Маросейка, 12
- 2000 — Наследницы
- 2003 — Другая женщина, другой мужчина
- 2007 — Чёртово колесо (режиссёр)
Каçăсем
тӳрлет- Вера Глаголева(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Вера Глаголевăпа калаçни