Открыть главное меню

Розов Виктор Сергеевич, — вырăс совет драматургĕ. 1913 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ярославль хулинче çуралнă. 2004 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Виçĕ ордена тивĕçнĕ.

ПурнăçĕТӳрлет

Хăйĕн пултарулăх çулне актёр вырăнĕнче пуçланă. Малтан Ярославльте, кайран Мускавра вылянă. Ун хыççăн Революци Театрĕ çумĕнчит училĕщĕне, А.М. Горький ячĕллĕ литература институтне (1952) вĕренсе пĕтернĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

ӖçĕсемТӳрлет

Виктор Розов пьесисене СССР театрĕсенче, тата çавăн пекех чикĕ леш енче те лартнă. Унăн пьесисем тăрăх темиçе кинокартина ӳкернĕ: «Шавлă кун» (Шумный день, 1961), Летят журавли (1957).