Васильев Александр Михайлович
Александр Михайлович Васильев (утă, 13 - 1961 ç, Ирх Çырми ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ.
Александр Васильев | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1961 çулхи утă, 13 |
Çуралнă вырăн | Ирх Çырми, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР |
Патшалăх | ССРП РФ |
Профессисем | чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ |
Жанрсем | чăваш эстради |
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетАмăшĕ медсестра пулса ĕçленĕ, ашшĕ машинăпа çӳренĕ. Çемьере пиллĕк ача çуралса ӳснĕ, Сантăр иккĕмĕш ача пулнă.
Совет Çарне йыхравличчен «Паха тере» фабрикăра çĕвĕ оборудованине юсакан вырăнĕнче тăрăшнă. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан электровиçев механизмĕсен савутĕнче вăй хурать. Каярах Чăваш колхозстройпĕрлешĕвне ĕçе куçать, экскаватор çинче ĕçлет.
Çакăн хыççăнах культура училищинче кĕрет мар йĕркепе вĕренет, Шупашкар районĕн Кӳкеç паççулкин культура керменне ĕçе куçать.
Пултарулăх утăмĕсем
тӳрлетЧăваш Ен радиовĕпе телекурава ĕçе вырнаçсан, пултарулăх ушкăнĕпе чылай кăларăм хатĕрлесе кăтартнă: «Пĕрре курсах саврăм», «Чăваш пики», мăшăрлисен, хунямасен ăмăртăвĕсене ирттернĕ. Вунсаккăр çул хушши «Купăс, янра» кăларăва ертсе пынă.
Пултарулăхра Станислав Толстов, Надежда Русскова, Радик Иванов, Валентина Сытина композиторсемпе пĕрлĕ ĕçлет.
Александр Михайлович баянпа, гармоньпе, гитарăпа выляма ăста.
Çемье
тӳрлетАрăмĕпе пĕрле иккĕ хĕре ӳстерсе çитĕнтернĕ. Арăмĕпе хĕрĕ юрăçпа пĕрле тăрăшаççĕ.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |