Вальă
Вальă — тени чăваш чĕлхинче çаксене пĕлтерме пултарать:
- Вальă — пай ăнлавăн диалектсенчи аналогĕ, синонимĕ.
- Вальă — Валентина ятăн чăваш чĕлхинчи кулленхи калаçури варианчĕсенчен пĕри.
- Вальă — сăвă виçи.
Вальă (вырăсла Дольник) — сăвă виçи. Акцентлă сăввăн тĕсĕ.Сăвă йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи (хушăксенчи) пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа иккĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлахĕ пĕрререн иртмест: 2-1=1. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра нуль пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 2-0=2 пулать. Çавна кура дольник теессинчен пăрăнса тактовик теме тивет.
Дольник сулăмĕллĕ сăввăн тĕслĕхĕ (Петĕр Хусанкай, "Мамăк çурăлнă тапхăр..." (1933):
Мамăк çурăлнă тапхăр. — U — U U — U
Шăрăх тăраççĕ кунсем. — U U — U U —
Эпĕр иккĕн утатпăр — U — U U — U
Хирĕç çилпе ÿпĕнсе. — U U — U U —
Сăвă йĕркисемпе юнашар кунта пурте ăнланакан паллăсемпе унăн дольникле схемине кăтартнă.
Калас пулать, илсе кăтартнă тĕслĕхĕн тата тепĕр уйрăмлăх та пур. Уйрăм йĕркесем таса картсем çине пайланмаççĕ ĕнтĕ. Анчах пĕрремĕш-виççĕмĕш тата иккĕмĕш-тăваттăмĕш йĕркесем ритм енчен эквивалентлă. Çавна пула сăввăн ăслайне логаэд теме те пулать. Анчах та апла калани вальă тенине те хирĕçлемест. Вльăлла логаэд е логаэдла вальă. Иккĕмĕш-тăваттамĕш йĕркесене çавăн пекех анапестла çемĕллĕ теме те пулать, çапах та вĕсене, çав йĕркесене, мĕнпур сăвăран уйăрса яраймастăн.
Вальă сăмаха хăйне вара чăвашсем пурте питĕ аван пĕлеççĕ. Вăл — «пай» сăмахан синонимĕ. Кунта ăна, вырăс чĕлхинчи «дольник» тенине калькăласа куçарнă май, сăвă теримнĕ пек усă курнă.
Логэдлах мар вальă сăввăн тĕслĕхĕ (Çеçпĕл Мишши, «Пурнăçпа вилĕм»).
Ушкăн-ушкăн шур пĕлĕт иртет; — U — U U — U U —
Тăлăх хирте каç пулса килет. — U U — U U — U —
Курăксене тайса çил вĕрет, — U U — U U — U —
Çĕр çумĕпе тусан вĕçтерет. — U U — U — U U —
Чăн та, кунта та иккĕмĕш тата виççĕмĕш йĕркесен çеммисем пĕр темелле, анчах те пĕрремĕш тата тăваттăмĕш йĕркесем пач урăх ритмлă.
Асăннă «Пурнăçпа вилĕм» сăввăн малаллахи çемми:
Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен... — U — U U — U U —
Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен. — U U — U U — U —
Вилнĕ çын тăпри вăл, çав тăпра, — U — U — U U U —
Ырă çынни вилнĕ вăрçăра. — U U — U U — U U —
Кунта пусăмсен чиккинче пĕр тĕлте виçĕ сыпăклă хушăк та курăнать. Çакă сăввăн çеммин ахаль вальăран тактовик патнелле куçас туртăм пуррине пĕлтерет-ха ĕнтĕ. Çапах та сăвва пĕтемпех илсен, унта пурпĕрех вальă ăслайĕ малта тăрать. Çавăн пекех «хирте», «тăпри» сăмахсенче, сăввăн малтанхи сулăмне сыхласа хăварас тесен, пусăма пĕрремĕш сыпăксене лартма тивнине шута илнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Дольник // Литературная энциклопедия терминов и понятий / Под ред. А. Н. Николюкина. — Институт научной информации по общественным наукам РАН: Интелвак, 2001. — Стб. 235 — 1596 с. — ISBN 5-93264-026-X.
- Дольник // Словарь литературоведческих терминов / Ред.-сост.: Л. И. Тимофеев и С. В. Тураев. — М.: «Просвещение», 1974. — С. 69—70. — 509 с. — 300 000 экз.
- Дольник // Літературознавча енциклопедія : у 2 т. / авт.-уклад. Ю. І. Ковалів. — Київ : ВЦ «Академія», 2007. — Т. 1 : А — Л. — С. 294.
- Паузник, або Павзник // Літературознавча енциклопедія : у 2 т. / авт.-уклад. Ю. І. Ковалів. — Київ : ВЦ «Академія», 2007. — Т. 2 : М — Я. — С. 193.
- Дольник // Лексикон загального та порівняльного літературознавства. – Чернівці: Золоті литаври / голова ред. А. Волков. — 2001. — С. 152. — 634 с.
- Літературознавчий словник-довідник за редакцією Р. Т. Гром'яка, Ю. І. Коваліва, В. І. Теремка. — К.: ВЦ «Академія», 2007
Каçăсем
тӳрлет- Рагойша В. П. Паэтычны слоўнік. — 3-е выд., дапрац. і дапоўн.. — Мінск: Беларуская навука, 2004. — 576 с. — 2 000 экз. — ISBN 985-08-0598-6.
- Рагойша В. П. Тэорыя літаратуры ў тэрмінах. — Мінск: Беларуская энцыклапедыя, 2001. — 384 с. — 1 000 экз. — ISBN 985-11-0197-4.
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |