Туркай Валери Владимирович

(Валерий Туркай ҫинчен куҫарнӑ)
Туркай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Воробьев Валерий Владимирович (Кĕскен: Валери Туркай, псевдоним[çăлкуç?]) — (1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕ, Хырай Ĕнел ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, СССР çур.) — чăваш сăвăçи, куçаруçи, публицисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ. ССРП ÇП пайташĕ (1991), чăваш халăх сăвăçи (2003).

Туркай Валери
Воробьев Валерий Владимирович

Валерий Туркай. 2014 çул, юпа уйăхĕ.
Çуралнă вăхăт: 1961 çулхи ака, 17
Çуралнă вырăн: Хырай Ĕнел ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, ССРП
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, тăлмач, публицист, пĕрлĕх ĕçченĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1977 - х.в.
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс, тутар
Чыславсем: «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн медалĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премин лауреачĕ, Пушкăртстан Республикин М.Карим ячĕллĕ премин лауреачĕ, Остер хулин (Украина) хисеплĕ гражданинĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Валерий Воробьев 1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă.

И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, ГИТИС çумĕнчи театр курсĕсенче вĕреннĕ. Чăваш АССР ÇП органĕсенче, «Молодой коммунист» хаçатра, «Хавхалану» тулли мар яваплă юлташлăхра, Чăваш Енри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ.

2014 çулхи юпан 16-мĕшĕнче Валерий Владимировича Хыпар хаçатăн тĕп редакторĕ пулма çирĕплетнĕ.

Килйыш

тӳрлет

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Пĕрремĕш сăвви 1977 çулта Комсомольски районĕн хаçатĕнче кун çути курнă. Унăн «Çăлкуç çути» (1989), «Шурă фарфор чашăк» (1994), «Турă питĕнчи куççуль» (1996), «Пурăнатпăр-ха!» (1999), «Вĕçленми Вĕçев» (1999), «Чунăм, манăн чунăм...» (2003), «Ночь-мелодия» (2004), «Ку эпĕ _ Валери Туркай» (2013) кĕнекисем тата ыттисем пичетрен тухнă. Унăн пьесисемпе Çамрăксен театрĕнче «Телейпе юнашар», Чăваш академи драма театрĕнче «Каçар мана», «Ăçта эс, çăлăнăç?» спектакльсем лартнă. 2010 çулта мăшăрĕпе Ольга Туркайпа пĕрле «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» кĕнеке кăларнă. 2011 çулхине вара «Моя бунтарская карма» публицистика кĕнеки кун çути курнă. Унăн сăввисемпе вуншар юрă хывнă. Муса Джалиль, Мустай Карим, Габдулла Тукай, Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Алим Кешоков, Валентин Колумб тата ыттисен сăввисене чăвашла куçарнă, уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Туркайăн сăввисене вырăс, тутар, азербайджан, украин, латыш тата ытти чĕлхесене куçарнă.

Пĕрлĕх ĕçĕ

тӳрлет

Валерий Туркай Шупашкарта официаллӑ мероприятисенче чӑвашла баннерсем ытларах кирлĕ тесе админстрацине çыру янӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ.

Республикăри ялсенче Туркай вулавсем ирттерет[1].

Асăрхавсем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет