Борлен Борис Леонтьевич

Борлен Борис Леонтьевич (чăн-чăн хушамачĕ Тихонов, 20.12.1934, Кивĕ Арланкасси ялĕ, Кĕçĕн Елчĕк районĕнчи (халь Елчĕк районĕ), Чăваш АССР — 12.5.2013, Шупашкар, Чăваш Республики) — Чăваш сăвăçи, прозăçи, педагог, журналист[1].

Борлен Леонтьев
Çуралнă чухнехи ят: Тихонов Борис Леонтьевич
Çуралнă вăхăт: раштав, 21, 1934
Çуралнă вырăн: Кивĕ Арланкасси ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: Шупашкар, Чăваш Ен
Вилнĕ вырăн: çу, 12, 2013
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçи
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: Василий Митта ячĕллĕ парне лауреачĕ (1999)
Чыславсем: РСФСР халăха çутта кăларас ĕçĕнче палăрнăскер (1980)
Тихонов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Василий Митта ячĕллĕ парне лауреачĕ (1999), РФ ÇП тата Чăваш Енĕн ПÇÇП пайташĕ (2002). РСФСР халăха çутта кăларас ĕçĕнче палăрнăскер (1980)[2].

Пурнăçĕ

тӳрлет

1934 çулта раштав, 20-мĕшĕнче Чăваш АССРăн Кĕçĕн Елчĕк районĕнчи (халь Елчĕк районĕ) Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Пушкăрт Республикин шкулĕнсенче ачасене вĕрентнĕ, «Хыпар» хаçатăн Пушкăрт Республикири хăйсен корреспонденчĕ пулнă. Хусанта тухакан «Сувар» хаçăт редакторĕн çумĕ пулнă.

2013-мĕш çулта çу, 12-мĕшĕнче[3] Шупашкарта вилнĕ.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Асатте ялĕнче» (П. Çăлкуçпа пĕрле, 1994)
  • «Пăрттас патшапа Сăвар Турханĕ» (1998)
  • «Кĕсменрен тăкаççĕ кĕмĕл» (1999)
  • «Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ самана» (2001)

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет