Вĕçенкайăк
Вĕçен кайăксем — çăмарта хурса ĕрчекен, вĕçме пултаракан çунатлă, шĕвĕр те çинçе сăмсаллă чĕрчунсем. Кайăксем пур континентра та пур. Тĕпчевçĕсем вĕсен 9000 яхăн тĕсне тупса палăртнă. Чăваш Республикинче 200 яхăн тĕсĕ пурăнать. Кайăксене тĕпчекен ăслăлăха орнитологи теççĕ.
Вĕçен кайăксем | ||
---|---|---|
[[Ӳкерчĕк:|275px|Вĕçенкайăк]] | ||
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
Вĕçен кайăксен паллисем
тӳрлетКайăксем ытларах чухне сывлăшра вĕçсе çӳренĕрен вĕсем ытти чĕр чунсенчен самаях уйрăлса тăраççĕ.
Кĕлеткин кӳлепипе ӳт-тирĕ
тӳрлетКайăксем тăпăлкка кĕлеткеллĕ, кӳлепипе çăмартана аса илтерет. Кĕлетки çăмăл, вĕçекен кайăксен 2 грамран пуçласа 14 килограма çитет. Ку вĕсен пысăкрах шăммисем сывлăшпа тулнăран килет. Вĕçеймен кайăксен йывăрăшĕ вара 100 килограма çитме пултарать (страус). Кайăксен хăлха çунаттисем, шăлĕсем çук. Çунат лаптăкăшĕ кĕлеткиннинчен пысăкрах. Урисем ытларах чух тăватă чĕрнеллĕ, сайра хутра 2 е 3 пулма пултарать.
Шăм-шакĕ
тӳрлетАпат çаврăнăшĕ
тӳрлетЮн çаврăнăшĕ
тӳрлетӖрчев хатĕрĕсем
тӳрлетЧăваш Енри вĕçен кайăксем
тӳрлет- Чăх евĕрлисем
- Тăмана евĕрлисем
- Куккук евĕрлисем
- Çерçи евĕрлисем
- Чĕкеç йышшисем
- Тăри йышшисем
- Пăрчăкан йышшисем
- Шăлан кайăк йышшисем
- Çерçи йышшисем
- Шăван кайăк йышшисем
- Пимпĕ йышшисем
- Шĕпшĕл йышшисем
- Сар кайăк йышшисем
- Шăнкăрч йышшисем
- Курак йышшисем
- Шăлин курăс йышшисем
- Вĕлтрен тăрри йышшисем
- Чăрăш кайăк йышшисем
- Чечен кайăк йышшисем
- Шăна кайăк йышшисем
- Ылтăн тĕпек йышшисем
- Сĕлхе йышшисем
- Кăсăя йышшисем
- Шăнчас йышшисем
- Шăхран евĕрлисем
- Кăйкăр евĕрлисем
- Аист евĕрлисем
- Тур качаки евĕрлисем
- Ракша евĕрлисем
- Хыркук евĕрлисем
- Вĕршĕн евĕрлисем
- Хур-кăвакал евĕрлисем
- Чăмкăç евĕрлисем
- Тăрна евĕрлисем
- Ула такка евĕрлисем
- Кăвакарчăн евĕрлисем
Килти кайăк-кĕшĕк
тӳрлетÇăмарта, аш-какай, тĕк тата мамăк туса илес тĕллевпе çынсем авалах кайăксене алла хăнăхтарма пуçăннă. Килте халĕ чăх е хур, кăвакал е кăркка усрани никама тĕлĕнтермест. Юлашки çулсенче вара хăшĕсем страус е путене тытаççĕ. Ялти хушма хуçалăхра е хулари хваттерте тытма паянхи куна çак кайăксене алла хăнăхтарнă.
- Чăх
- Хур
- Кăвакал
- Мускус кăвакалĕ
- Кăркка
- Страус
- Цесарка
- Фазан
- Путене
- Кăвакарчăн
- Павлин
- Канарейка
- Попугай
Килти кайăк-кĕшĕке ĕрчетес енпе ятарлă кайăк-кĕшĕк инкубаторĕсемпе чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсем те ĕçлеççĕ.