Безрукова Галина Петровна

Безрукова Галина Петровна, — сăвăç. 1948 çулта Свердловск (халĕ Екатеринбург) хулинче çуралнă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Амăшĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнчен.

Галина Безрукова Мускав облаçĕнчи Загорск хулинчи художествăпа промышленость техникумĕнче вĕреннĕ. Калинин пукане театрĕнче ӳкерӳçĕ пулса, механика завочĕнче ерешлекен ӳкерӳçĕ пулса ĕçленĕ.

Халĕ çăмрăксен эрнерен тухакан область хаçăчĕн редакциĕнче вăйне хурать. Унăн сăввисем Тверь хаçачĕсенче, Мускав журналĕсенче пичĕтленеççĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Унăн чăваш чĕлхи çине куçарнă сăввисем «Тăван Атăл» журналĕнче, Элĕк районĕн тата «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçачĕсенче пичĕтленнĕ.

Мускавра тухнă сăвă пуххисем:

  • «Афишăсене çыпăçтаракан» (Расклейщица афиш, 1988);
  • «Алăк уçрăм» (Открыла дверь, 1996).