Анат Кама

(Аялти Кама ҫинчен куҫарнӑ)
Анат Кама
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Тутарстан
Никĕсленĕ: 1961
Хула, çултан: 1966
Халăх йышĕ, пин çын: 225,4 (2003)
Хула лаптăкĕ: 61,0 км2
Геогр. анлăхĕ: 55° 35' ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 51° 54' х.т.д.


Анат Кама, — Раççейри хула. Тутарстанăн Анат Кама районĕн администрацие кунта вырнаçнă. Хула Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче ларать. Хусантан 237 çухрăмра вырнаçнă. Хула лаптăкĕ 61,0 км2.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

тӳрлет

2003 çулта хулара 225,4 пин çын пурăннă. Вĕсен хушшинче тутарсем 46, 5%, вырăссем 46,1%, чăвашсем 3,0%, украинсем 1,0%, пушкăртсем 1,0% шутланнă.

Анат Камăра 8 пин чăваш пурăнать[1].

Кун-çулĕ

тӳрлет

Хулана 1961 çулта ку вырăнта нефтехими комбинатне никĕсленĕ вăхăтра йĕркеленме пуçланă. 1966 çулчен Анат Кама посёлокĕ пулнă, кайран вара хула шутне кĕртнĕ.

Çутĕç, этеплĕх

тӳрлет

Анат Камăра Хусанти технологи университечĕн филиалĕ, Политехника техникумĕ, нефтехими колледжĕ тата Тутарстанăн пĕрремĕш чăваш гимназийĕ[1] пур. Медицина, педагогика тата юрă-кĕвĕ училищисем вырнаçнă.

Хулара çавăн пекех «Нижнекамск — нефтехими хули» музей пур, «Тамаша» халăх театрĕ тата «Шăнкăрав» ансамбль ĕçлет[1].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2 тата 3 Алексей Павлов. Помогают чувашской диаспоре // Республика. — 29 января 2003 г.. — № 4 (417).

Каçăсем

тӳрлет