Мăн Çарăмсан

(Аслă Çарăмсан (юханшыв) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çарăмсан (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Мулловка енчен фотографиленĕ Мăн Çарăмсан панорами Мăн ÇарăмсанСамар облаçĕ, Тутарстан, Чĕмпĕр облаçĕ тăрăх юхакан юханшыв[1] ,[1], Атăлăн сулахай юппи. Шывăн нумайрах пайĕ юртан пулать, çуркунне шывăн 60-70 % юхать.

Мăн Çарăмсан
Характеристика
Тăршшĕ 336 км
Бассейн  лаптăкĕ  11 500 км²
Шыв тăкакĕ 36 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Клевлĕ
Шыв вăрри Атăл
 • Координатсем 54°10′10″ с. ш. 49°32′44″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/N
Вырнаçни
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
РФ
 ещё не имеет [[Шаблон:ПозКартти РФ
позиционной карты]].


Юпписем

тӳрлет

Тĕп юпписем: сулахайра — Таркăн, Кармала, Эврел; сылтăмра — Шур çырми, Сĕнчĕ, Тимĕрлĕ, Кĕçĕн Çарăмсан, Тия. Хăйăрлă çыранĕсенче тăршшĕпе тенĕпех вăрман ӳсет. Куйбышев шывуправне тунă май юханшывăн Мелекесс хулинчен аяларах пайĕ шыв айне путнă.

Этимологи

тӳрлет

Ку шыв-çырма ячĕ "Çаран" сăмахран тухса каят, (вырăсла "луга, пастбища, пашни, земельные угодья"). Çарамсан шыв-çырмине тата Хăмăшлă шыв кĕрет, Кăнтăрлă, Уксăмлă юхан шывĕсем, ĕлĕк чăвашсем шыв-çырми ячĕсене çумра ÿсекен курăк ячĕпе панă. Çарăмсан юханшыв ятне 922-мĕш çултах Пăлхар патшалăхне килсе кайнă Ахмед ибн Фадлан çул çӳревçĕ тата элчĕ хăйĕн кунчăкĕнче асăнса хăварнă: «Эпир вара Пушкăртсен çĕршывĕнчен тухса кайрăмăр та Джарамсан шывĕ урлă, … каçрăмăр»,[2], Çарăмсан районĕнчи Кив Йĕлмелпе Çĕн Йĕлмел таврашĕнче «Çарăмсам» [3] («Çарăмсамăн, ай, кукрĕнче маттур йĕкĕтсем утă çулаççĕ»), Пĕкĕлме таврашĕнче «Çарăмсем»[3] («Çарăмсем юхать çав çавăрăнса, каять çыранĕ тăршшĕн»), Аслă Сĕнчел таврашĕнче «Çарăмсен» («Кĕçĕн Çарăмсен леш енче йĕпкĕн хура учĕ кĕçенет»), тепĕр тĕрлĕ «Çармăçан» [3] («Çармăçан тăрăх çӳренĕ чух шур пулăччĕ çимĕçлĕх») теççĕ. Çарăмсан «Çарăм шывĕ» сăмах майлашăвĕнчен, «Çарăм» сăмах «çаран» (çерем) сăмахран пулнă [4] Хăш пĕр чăвашсен ялĕсенчи диалектпа Çеремсен çырми тесе калаççĕ, вăл сăмахран вара кунта куçса килнĕ вырăссем Черемшан тее пуçлаççĕ, а чăвашсене Черемисан (Луговые) теççĕ.

Шыв реестрĕн хыпарĕсем

тӳрлет

Раççей патшалăх шыв реестрĕн хыпарĕпе Анат Атăл бассейн округĕне кĕрет. Шыв хуçалăх участокĕ Аслă Çарăмсан пуçĕнчен вăрричен. Юханшывăн кĕçĕн бассейнĕ — Подбассейн çук[5]. Юханшыв бассейнĕ - Атăл Куйбышев шывуправĕн таппинчен Каçпи тинĕсĕ таран[5].


Шыв ресурсĕсен федераци агентстви хатĕрленĕ РФ территорин шыв хуçалăх районĕсен геоинформаци системин хыпарĕпе[5]:

  • Патшалăх шыв реестрĕнчи шыв объекчĕн кочĕ — 11010000412112100004728
  • Гидрологи тĕпчевленӳ кочĕ (ГТ) — 112100472
  • Бассейн кочĕ — 11.01.00.004
  • Том номерĕ, ГТ — 12
  • Кăларăм, ГТ — 1 [6]

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 «Центральный реестр России Государственного водного кадастра и Гидротехнических сооружений.». Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «РФГМ» определено несколько раз для различного содержимого
  2. ^ Революциченхи чăваш литератури. Ш., 1984. 1-мĕш том, 33 мĕш стр.
  3. ^ 1, 2 тата 3 Ашмарин Н.А. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. 11-12 мĕш том, 65 стр.
  4. ^ Е.В.Мадуров Аксу тăрăхĕнчи ойконимсемпе микротопонимсем.Ш.2003.
  5. ^ 1, 2 тата 3 Государственный водный реестр РФ: Аслă Çарăмсан. çăлкуçран архивланă 20 Ҫурла уйӑхӗн 2012.
  6. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. / Под ред. З. Г. Марковой. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 152 с

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Аслă Çарăмсан