Аптраман тавраш (сăвăлла роман)
Аптраман тавраш — Петĕр Хусанкай (1907-1970) XX ĕмĕр варринче чăвашла çырнă сăвăлла хайлав (сăвăлла роман).
Аптраман тавраш | |
Аптраман тавраш | |
Жанр: | сăвăлла роман |
---|---|
Автор: | Петĕр Хусанкай |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1941-1954[1] |
Пичетленĕ: | 1957 |
Уйрăм кăларăм: | 1957 |
Куçару: | вырăсла (1959) |
"Аптраман тавраш" — чăваш культуринче
тӳрлетПетĕр Хусанкайăн "Аптраман тавраш" сăвăлла романĕ кун çути курнă хыççăн "аптраман" сăмах "чăваш" тенин синонимĕ шайне çĕкленнĕ. Çак сăмах никĕсĕ çинче "Аптраманистан" неологизм шутласа кăларнă тĕслĕх те пур. Геннадий Айхин пĕр сăввинче ак çапла йĕркесене курма пулать:
Кур эс ман тăвансенче
Ĕçлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх.
Пурнăç кăткăслăхĕнче
Ку та пултăр — астумалăх.
Тата тепĕр тĕлте вăл çапла каланă:
Пĕтми тирпейлĕх, тĕплĕх, аптраманлăх
Чăваш Ене кӳрсе тăрать илем.
Йыша упратăр иксĕлми тăванлăх,
Пĕр кĕреке пек пулччăр чăвашсем.
Николаев Андриян Григорьевич тахçан "Самое главное — спокойствие" тенĕ пулнă. Афоризмларах илтĕнекен çак каларăша Анатолий Ыхра поэт "Чи кирли — аптраманлăх" тесе чăвашла куçарнă.
Чăвашла çырнă ытти паллă сăвăлла романсем
тӳрлетХăшпĕр авторсем апла-капла хайлавĕсене сăвăлла роман тенисем литература историйĕнче пĕрре мар пулнă. Анчах та каярахпа унашкал авторсем хăйсен палăртавне чылай чухне каялла илнĕ, ытти хаклавçăсем те урăхларах палăртнă. Кунта тавлашусăрах сăвăлла роман темеллисене асăнса тухатпăр.
- Маркиан Удалов. Чечек. Сăвăлла роман.
- Юрий Айташ. Атнер. Сăвăлла роман.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Петĕр Хусанкай. Аптраман тавраш 2016 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ..
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |