Сăвăлла роман
Сăвăлла роман, — поэзири калуллă жанр. Кун пек хайлавра лирика тӳпи пысăк, çавăнпа вал лиро-эпикăна, поэмăна çывăх. Сăвăлла романра автор сăнарĕ хастар, тĕплĕрен вăл хăш-пĕр ĕç-хĕле геройсемпе тан хутшăнать. Çапах та лирика техĕмĕ уншăн пĕртте чакмасть. Çавна май вара тĕп сăнарсен чун тăрăмĕ яр уççăн тухать, сюжет çаврăмăн-çаврăмăн пек, ярăмлăн хывăнать. Çак ярăмлăх пурнăçа эпикăллă сăнарланипе çыхăннă.
Чăваш литературинчи паллă сăвăлла романсем — Я. Ухсайăн «Çул», «Акăш кӳл», «Çĕр», П.Хусанкайăн «Аптраман тавраш», Ю. Айдашăн «Атнер».
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |