Ростоцкий Андрей Станиславович
Андре́й Станисла́вович Росто́цкий (кăрлач, 25 1957 — çу, 5 2002) — совет тата раççей актёрĕ, режиссёр, каскадёр, трюксене лартаканĕ, теле-ертӳçĕ, сценарист, Шаблон:Тава тивĕçлĕ артисчĕ[1]. Спорт ăсти кандидачĕ.
Андрей Ростоцкий | |
Çуралнă чухнехи ят: | Андрей Станиславович Ростоцкий |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Мускав, СССР |
Вилнĕ вырăн: | Сочи, Раççей |
Гражданлăх: |
ССРП Раççей Федерацийĕ |
Професси: | актёр, кинорежиссёр, сценарист, Каскадёр |
Карьера: | 1974 — 2002 |
IMDb: | ID 0744609 |
Кун-çулĕ
тӳрлетАндрей Ростоцкий Мускавра, Станислав Ростоцкий тата Нина Меньшикова артист çемьинче 1957 çулхи кăрлач, 25 çуралнă.
1974 çулта ВГИКа актĕр уйрăмне (Сергей Бондарчук ăста класĕ) вĕренме кĕрет, ун чухнех пĕрремĕш хут «На край света» фильмра вылять.
1994 çултанпа Хальхи ӳнер институтĕнче сцена çапăçупе фехтование вĕрентет. 1997 çултанпа — «VITALIS» пурнăç шкулĕн инструкторĕ. 1998 çулта Тĕп мускав ипподромĕнче (дистанци 400 метр) Венедикт Ерофеев («Москва-Петушки» кĕнеке авторĕ) ячĕллĕ ăмăртуна хутшăннă. 2000 çулта Хальхи ӳнер институтĕнче актёр ăсталăхне вĕрентме пуçланă. 2001 çултанпа «Каскадёр» ут театрĕн тĕп режиссёрĕ.
Мускав тĕнче каскадёрсен «Прометей-2000» фестиваль жюри пайташĕ, «Ылтăн асав шăл» фестиваль оргкомитечĕн председателĕ, Раççей синематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
Сочи хули таврашĕнчи туллă çĕрте кино ӳкерсе илмелли вырăна шыраса шыв сиккине тĕпченĕ чух сарăмсăр вилĕм тупать. Хăш хыпарсемпе, актёр ӳсĕр пулнă, анчах та Андрей Станиславовичпа юнашар пулнă çынсем телекăларăмсенче каласа кăтартнипе умĕн каç та, çав кунра та пĕр тумлам та «йӳççине» сыпман. Ку сарăмсăр синкек пулнă.
Парнесемпе чысĕсем
тӳрлет- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1991)
- «Мускав 850 çул астăвăм» медалĕ
- Раççей чыслă кинематографисчĕ
- Ленин комсомол парни лауреачĕ
- СССР ПХК парни лауреачĕ
- СССР ШĔМ парни лауреачĕ
- А. Довженко ячĕллĕ кĕмĕл медаль
- ВЛКСМ ТК «Ĕç хастарлăхĕ» хисеп палли
Фильмографи
тӳрлетАктёр ĕçĕсем
тӳрлет- 1974 — На край света — Владимир Пальчиков
- 1975 — Это мы не проходили — Митя
- 1975 — Они сражались за Родину — ефрейтор Кочетыгов
- 1976 — Дни Турбиных — Николай Турбин
- 1976 — Запасной аэродром — Митя Соловьев
- 1978 — Конец императора тайги — Аркадий Голиков
- 1980 — Серебряные озёра
- 1980 — Эскадрон гусар летучих — Денис Давыдов
- 1981 — Правда лейтенанта Климова — Павел Климов
- 1981 — Остаюсь с вами
- 1981 — Василий и Василиса — Петр
- 1982 — Владивосток, год 1918
- 1982 — Свадебный подарок — Андрей
- 1982 — Подснежники и эдельвейсы — Гаевой
- 1983 — Непобедимый — Андрей Хромов
- 1984 — Первая конная
- 1984 — Макар-следопыт — Мячик
- 1985 — Внимание! Всем постам… — Виктор Кольцов
- 1985 — Господин гимназист
- 1985 — И на камнях растут деревья (в титрах не указан)
- 1986 — Прорыв — Дмитрий Мартынов
- 1986 — Перехват — мичман Бахтеев
- 1986 — Где ваш сын? — Виктор Кольцов
- 1986 — Бармен из «Золотого Якоря»
- 1987 — В Крыму не всегда лето
- 1987 — Николай Подвойский
- 1989 — Наследница Ники
- 1989 — Запрещённые люди — Николай II
- 1990 — Очарованный странник
- 1992 — Мужская компания — Полковник
- 1993 — Сны — Николай II
- 1994 — Графиня Шереметева
- 1994 — Я никуда тебя не отпущу
- 1995 — Дом
- 1996 — Тот, кто нежнее — Рамазан
- 1997 — Черный океан — Галактионов
- 2000 — Критическая масса
- 2002 — Дронго — Цапля
- 2003 — Дуэль для фаталистов — Джон
Режиссёр ĕçĕсем
тӳрлет- 1990 — Зверобой
- 1992 — Мужская компания
- 2002 — Моя граница - погиб на съёмках, фильм завершён Иваном Солововым
Сценарисем
тӳрлетТелевиденири ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетТелепрограмма ертӳçи:
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 13 мая 1991 г. «О присвоении почетного звания „Заслуженный артист РСФСР“ артистам кино»