Кивĕ Халал
"Кивĕ Халал, е Авалхи Халал[1] вăлах Еврей Библийĕ (Танах), — иуда тĕнĕпе христос тĕнĕн пĕрлехи Сăваплă (Таса) Çырăвĕ.
Çак статьяра халала христос йăлипе çырса панă. Еврей йăлипе çырни "Танах" статьяра.
Этимологи
тӳрлетКивĕ Халал кĕнекисем
тӳрлетВырăс ячĕ |
Латтин ячĕ |
Грек ячĕ |
Вырăс. | Акăлч. | Тĕп ячĕ |
---|---|---|---|---|---|
Пултарни | Genesis | Γένεσις | Быт. | Gen | בְּרֵאשִׁית |
Тухни | Exodus | Ἔξοδος | Исх. | Ex | שְׁמוֹת |
Левит | Leviticus | Λευϊτικòν | Лев. | Lev | וַיִּקְרָא |
Йыша шутлани | Numeri | Ἀριθμοὶ | Чис. | Num | בְּמִדְבַּר |
Саккуна астутарни | Deuteronomium | Δευτερονόμιον | Икс. | Deut | דְּבָרִים |
Иисус Навин кĕнеки | Iosue | Ἰησοῦς | Нав. | Josh | יְהוֹשֻׁעַ |
Израиль Тӳрисен кĕнеки | Iudicum | Κριταὶ | Суд. | Judg | שׁוֹפְטִים |
Руфь кĕнеки | Ruth | Ροὺθ | Руф. | Ruth | רוּת |
Патшасен пĕрремĕш кĕнеки | I Samuelis | Βασιλειων Α' | 1Цар | 1Sam | שְׁמוּאֵל א׳ |
Патшасен иккĕмĕш кĕнекии | II Samuelis | Βασιλειων Β' | 2Цар | 2Sam | שְׁמוּאֵל ב׳ |
Патшасен виççĕмĕш кĕнеки | I Regum | Βασιλειων Γ' | 3Цар | 1Kings | מְלָכִים א׳ |
Патшасен тăваттăмĕш кĕнеки | II Regum | Βασιλειων Δ' | 4Цар | 2Kings | מְלָכִים ב׳ |
Çулсеренхи пĕрремĕш кĕнеке | I Paralipomenon | Παραλειπομένων Α' | 1Пар | 1Chron | דִּבְרֵי הַיָּמִים א׳ |
Çулсеренхи иккĕмĕш кĕнеке | II Paralipomenon | Παραλειπομένων Β' | 2Пар | 2Chron | דִּבְרֵי הַיָּמִים ב׳ |
Ездрăн пĕрремĕш кĕнеки | Esdrae | Ἒσδρας | Езд | Ezra | עֶזְרָא |
Неемия кĕнеки | Nehemiae | Νεεμιας | Неем | Neh | נְחֶמְיָה |
Эсфирь кĕнеки | Esther | Ἐσθὴρ | Есф | Esther | אֶסְתֵּר |
Иов кĕнеки | Iob | Ἰῶβ | Иов | Job | אִיּוֹב |
Псалтирь | Psalmorum | Ψαλμοὶ | Пс / Псал | Ps | תְּהִלִּים |
Соломон ытарăшĕсен кĕнеки | Proverbiorum | Παροιμιαι | Прит | Prov | מִשְׁלֵי |
Екклесиастăн, е вĕрентӳçĕн кĕнеки | Ecclesiasticus | Ἐκκλησιαστὴς | Екк | Eccles | קֹהֶלֶת |
Соломон юррисен юррийĕн кĕнеки | Canticum Canticorum | ᾎσμα | Песн | Song | שִׁיר הַשִּׁירִים |
Исаия пророк кĕнеки | Isaiae | Ἠσαΐας | Ис / Исаи | Is | יְשַׁעְיָהוּ |
Иеремия пророк кĕнеки | Ieremiae | Ιερεμίας | Иер | Jer | יִרְמְיָהוּ |
Иеремия хӳхлевĕ | Lamentationes | Θρῆνοι | Йĕни | Lam | אֵיכָה |
Иезекииль пророк кĕнеки | Ezechielis | Ἰεζεκιὴλ | Иез | Ezek | יְחֶזְקֵאל |
Даниил пророк кĕнеки | Danielis | Δανιὴλ | Дан | Dan | דָּנִיֵּאל |
Осия пророк кĕнеки | Osee | Ὡσηὲ | Ос | Hos | הוֹשֵׁעַ |
Иоиль пророк кĕнеки | Ioel | Ἰωὴλ | Иоил | Joel | יוֹאֵל |
Амос пророк кĕнеки | Amos | Ἀμὼς | Амос | Amos | עָמוֹס |
Авдий пророк кĕнеки | Abdiae | Ἀβδιοὺ | Авд | Obad | עֹבַדְיָה |
Иона пророк кĕнеки | Ionae | Ἰωνᾶς | Иона | Jon | יוֹנָה |
Михей пророк кĕнеки | Michaeae | Μιχαίας | Мих | Mic | מִיכָה |
Наум пророк кĕнеки | Nahum | Ναοὺμ | Наум | Nahum | נַחוּם |
Аввакум пророк кĕнеки | Habacuc | Αμβακοὺμ | Авв | Hab | חֲבַקּוּק |
Софония пророк кĕнеки | Sophoniae | Σοφονίας | Соф | Zeph | צְפַנְיָה |
Аггей пророк кĕнеки | Aggaei | Ἁγγαῖος | Агг | Hag | חַגַּי |
Захария пророк кĕнеки | Zachariae | Ζαχαρίας | Зах | Zech | זְכַרְיָה |
Малахия пророк кĕнеки | Malachiae | Μαλαχίας | Мал | Mal | מַלְאָכִ |
Кивĕ Халал канонĕ
тӳрлетХалĕ Кивĕ Халалăн пĕр-пĕринчен йышĕпе те, пулса тухнипе те уйрăмлă виççĕ канон пур:
- Иудей канонĕ (Танах), иудаизмра пирĕн эрăчченех никĕсленнĕскер;
- Христиан канонĕ, иудей канонĕн александри версипе (Септуагинта) никĕсленекенскер, Православи тата Католик Чиркĕвĕсенче йышăннăскер;
- Протестант канонĕ, XVI ĕмĕрте никĕсленнĕ, малтанхи иккĕшĕ хушшинчискер.
Кивĕ Халал канонĕ йĕркеленĕвĕн кун-çулĕнче иккĕ тапхăра уйăраççĕ: иудей хутлăхĕнче канон йĕркеленни тата çак канона христиан Чиркĕвĕ йышăнни.
Иудей канонĕ
тӳрлетЖанр енĕпе тата кĕнекисене хайланă вăхăчĕпе Иудей канонĕ виççĕ пайран тытăнса тăрать.
- Саккун е Моисейĕн Тора Пилĕк кенекеллĕхĕ
- Пӳлĕхçĕсем е пӳлĕхçи кĕнекисемсĕр пуçне истори хроникиллĕ Невиим.
- Невиим хăйĕ виççĕне пайланать.
- Авалхи пӳлĕхçĕсем: Навин Иисусĕн, Судейĕн, тата Самуилăн 1 тата 2 кĕнеки (1 тата 2 Патшалăхсен) тата 1 тата 2 Патшасен (3 тата 4 Патшалăхсен)
- Кайранхи пӳлĕхçĕсем, унта «мăн пӳлĕхçĕсен» (Исай, Иереми тата Иезекииль) виççĕ кĕнеки тата «кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» 12 кĕнеки кĕрет. «Кĕçĕн пӳлĕхçĕсен» алçыравĕсем пĕр çыхăра пулса пĕр кĕнеке шутланнă.
- Хайлавсем е Израиль ăсчахĕсен хайлавĕсене тата кĕлĕ сăввисене кĕртнĕ Ктувим.
- Ктувим шутĕнче çулталăк çаврипе татăçуллă синагогăра вуланисене пуçтарнă Юрăсен юррин, Руфь, Иереми йĕрĕвĕн, Екклесиаст тата Есфирь кĕнекисем кĕртнĕ «çырнă пиллĕк çыхă» пухăмĕ уйрăммăн тăрать.
Хайлавăн виççĕ пайĕн (Тора, Невиим, Ктувим) ячĕсен пĕрремĕш сас паллисенчен иудей канонĕн йышĕнче ТаНаХ сăмах пулса вуланать. Иудей йăлипе кĕнекесене тăтăшах вĕсен пĕрремĕш сас паллипе ят параççĕ.
Танаха виççĕ пая уйăрнине пирĕн эрă чикки тапхăрĕнче пурăннă чылай авалхи автор палăртнă. «Саккун, пӳлĕхçĕсен тата ытти кĕнекесем» (Сир.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#1:2|1:2]]) пирки асăннине пирĕн эрăччен 190 ç. çырнă Сирах ывăлĕ Иисусĕн ăсчахлăх кĕнекинче Евангели çыравçи Лука хăйĕн Евангелири юлашки пайĕнче Иисусăн сăмахĕсене кăтартать: «Манăн пирки Моисей Саккунĕнче тата Пӳлĕхçĕсем тата Псалăмсенче çырни пурĕ те пулса тухмалла» (Лк.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#24:44|24:44]]). Çапах та чылайрахăш чухне евангели çыравçисем «саккун тата пӳлĕхçĕсем» сăмахсемпе палăртнă. Танахăн виççĕ пайĕ пирки Александри Филонĕ (п.эрч. 20 тл. — п.эрч. 50 тл.) тата Иосиф Флавий (п.эрч. 37 — ?) пĕлтерет.
Александри канонĕ (Септуагинта)
тӳрлетПротестант канонĕ
тӳрлет«Кивĕ Халала» тишкерсе йышăнманни
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлет- Тора
- Пилĕк кĕнеке
- Танах — Еврей Библийĕ.
- Çĕнĕ Халал
- Кивĕ халал чиркĕвĕ