Авалхи Грецин ваза сăрлавĕ
Авалхи грексен капăр тăм савăт-сапи — тăм кăкшăмĕсене юри хатĕрленĕ сăрăсемпе илемлетсе вĕри кăмакара хĕртсе кăларни. Вăхăчĕпе грексенчен иртерех пулнă миной культуринчен пуçласа эллинизм тапхăрне çити пырать, тепĕрле каласан, пирĕн эрăччен 2500 çулпа христиан тĕнĕнченхи юлашки ĕмĕре шутласа кĕртсен пулать.
Грек тăм савăт-сапи авал Грецин археологи тĕпчевĕн чи анлă сарăлнă пулăмĕ пулать, ăна авалхи грексем пурăннă пур вырăнта та тупма пулать. Грек метрополисĕр пуçнĕ, вăл, пĕтĕмĕшле илсен хальхи Грецин çĕрĕ-шывĕпе танлашать, ку: Пĕчĕк Азин хĕвеланăç çыранĕ, Эгей тинĕсĕн утравĕсем, Крит утравĕ, Кипр утравĕн пайĕ тата грексем пурăнакан кăнтăр Итали. Грек керамикипе капăр тăм савăт-сапи суту-илӳ çулĕсемпе Этрурине, Малти Хĕвелтухăçа, Египетпа Çурçĕр Африкăна çитсе лекнĕ. Грексен сăрласа илемлетнĕ тăм савăт-сапине пуян кельтсен вилтăприсенче те тупаççĕ.
Пĕрремĕш грек илемлĕ тăм савăт-сапине çĕнĕ вăхăтра этрусксен вилтăприсенче тупнă. Ун пирки вĕсене малтанах этрусксен е италсен ӳнерĕ пулĕ тенĕ. Пĕрремĕш грек тăм савăт-сапине археологире тупаканĕ Йоганн Йоахим Винкельманн, анчах вĕсем чăнах та грексенчен тухнине XIX ĕмĕр вĕçĕнче археологсем пĕрремĕш хут Грецире хăйĕнче тупсан тин ĕненнĕ. XIX ĕмĕртен авалхи грексен капăр тăм савăт-сапине тĕпчес ĕç классикаллă археологин тĕп юхăмĕ пулса тăрать.
Авалхи грексем пур мĕн те пулсан упрамалли, апат-çимĕçĕн, йăла-йĕркере тата уявра усă куракан тăм савăт-сапана илемлетнĕ тени те йăнăш пулмасть. Питĕ тăрăшса капăрлатнă хĕртнĕ тăм савăт-сапана тĕн керменĕсене илсе пынă е вилепе пĕрле пытарнă. Вăйлă хĕртнĕскерсем, ку савăт-сапапа вĕсен ванчăкĕсем çутçанталăк пулăмĕсене уямасăр вуншар пин çулсен хушши халиччен упранса юлнă, çавăнпа та авалхи грексен капăр тăм савăт-сапи археологи тупсăмĕсен çулне пĕлмешкĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Илемлĕ кăкшăмсем çинче ал пусни тăрăх эпир архаика тапхăрĕнчен пуçласа тăм ăстисемпе ӳнерçисен ячĕсене пĕлетпĕр. Тлесонпа Эрготел тăм ăстисем хăйсене «Неарх ывăлĕ» тенĕ. Апла пулсан ăсталăхне ашшĕсем ывăлĕсене панине пĕлетпĕр. Ӳнерçисен ячĕсенчен Никосфенпа Эксекийе тата Андокида асăнмалла. Кăкшăмĕ ал пусманни пулсан ӳнерçи мелĕ тăрăх ӳнер тĕпчевçисем ячĕсене ăнкарса илсе «вăхăтлă» ят параççĕ. Мелĕ тăрăх япалин тупнă вырăнне е çавăн пек археологи объекчĕсем упраннă вырăнне пĕлме пулать.
Тĕслĕхсем
тӳрлетХура кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ
тӳрлет
Хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ
тӳрлет
Вуламалли
тӳрлет- Античное стекло в собрании Эрмитажа / Сост. Н. З. Кунина. СПб., 1997.
- Блаватский В. Д. История античной расписной керамики. М., 1953.
- Горбунова К. С. Чернофигурные аттические вазы в Эрмитаже. Л., 1983.
- Горбунова К.С, Передольская А. А. Мастера греческих расписных ваз. Л., 1961.
- Максимова М. И. Античные фигурные вазы. М., 1916.
- Передольская А. А. Краснофигурные аттические вазы в Эрмитаже. Л., 1967.
- Сидорова Н. А., Тугушева О. В., Забелина В. С. Античная расписная керамика из собрания ГМИИ им. А. С. Пушкина. М., 1985.
- Beazley J.D. Attic black-figure vase-painters. Oxford, 1956.
- Beazley J.D. Attic red-figure vase-painters. Oxford, 1963.
- Cook R.M. Greek painted pottery. 2nd ed. London, 1972.
- Pfuhl E. Malerei und Zeichnung der Griechen. Bd.1-3. Munchen, 1923.
- Robertson M. The art of vase-painting in Classical Athens. Cambridge, 1992.
- Villard F. Les vases grecs. Paris, 1959.
- Waldhauer O. Die antiken Tonlampen. St.Petersburg, 1913.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетАвалхи Грецин капăр тăм савăт-сапи Викиампарта? |