Хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ

Хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ— Авалхи Грецири савӑт-сапана илемлетес ӳнерӗнчи чи паллӑ мелӗ.

Хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ

Вӑл Афинара пирӗн эраччен 530 ҫ. патне пуҫӑнса пирӗн эраччен IV ӗмӗрӗн вӗҫӗчченех аталанса пынӑ. Темиҫе вунҫуллӑхра хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ унччен хуҫаланнӑ хура кӗлеткеллӗ ваза ӳнерне хӗссе кӑларнӑ. Хӑйӗн ятне хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗн меслечӗ кӗлеткисемпе ӳкерес вырӑнӗн тӗсӗсен хушшинчи ҫыхӑнӑвне кура илнӗ, вӑл хура кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗнчен пачах уйӑрӑлса тӑрать: ӳкерес вырӑнӗн тӗсӗ — хура, кӗлеткисем — хӗрлӗ. Аттикасӑр пуҫне, хӗрлӗ кӗлеткеллӗ ваза ӳнерӗ Кӑнтӑр Италин савӑт-сапа лаҫҫисенче те аталаннӑ. Хӗрлӗ кӗлеткеллӗ меслете Авалхи Грецин ытти енӗсенчен нумайӑшӗ те алла илнӗ. Ҫакна аталанма Этрури ваза ӳнерҫисем те вӑйлӑ пулӑшнӑ.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Горбунова К.С, Передольская А. А. Мастера греческих расписных ваз. Л., 1961.
  • Максимова М. И. Античные фигурные вазы. М., 1916.
  • Передольская А. А. Краснофигурные аттические вазы в Эрмитаже. Л., 1967.