Ăста Наçтук — чăвашсен паллă сăвăçи-юрăçи. Вăл хальхи Шăмăршă районне кĕрекен Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Наçтук тăхăрвунă икĕ çула çитиччен пурăннă.

Ăста Наçтук
Çуралнă вырăн: Карапай Шăмăршă ялĕ, Шăмăршă районĕ Чăваш АССР, РСФСР
Вилнĕ вырăн: Чăваш Ен, Раççей
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата юрăçи
Жанр: поэзи, юрă
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Пурнăçĕ

тӳрлет

Ӳссе çитсен Наçтук Сăкăта качча тухать. Виçĕ хĕр тата пĕр ывăл çуратса ӳстерет. Унăн упăшки Илюш 1921 çулхи выçлăхра лава кайсан вилет.

Ĕçĕсем

тӳрлет

Ăста Наçтук тăван халăх валли упраса хăварнă чи пысăк пурлăхсем — "Çичĕ пике-элтти" тата "Ылттăнпик" ятлă авалхи чăвашсен питĕ чаплă эпосĕсем. "Ылттăнпик" XIII ĕмĕрти чăваш патши çинчен хайланă эпос. "Çичĕ пике-элтти" XVI ĕмĕрти философилле этикăлла юрăсен пысăк çаври. Çак эпоссене чи малтан "Вучах" хаçатра пичетленĕ. Унăн юррисем Тĕпчев институтĕнче упранаççĕ.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет