Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ
Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ Раççейĕн кăнтăрĕнче, анăçра Азовпа Хура тинĕсĕсенчен пуçласа тухăçра Каспи тинĕсне çити саралса выртать.
Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Управлени хули: | Ростов-Тан-çинчи |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | УАО «РЖД» |
Хисеп кодĕ: | 51 |
Çулăн веб-сайчĕ | |
Çул Калмыки, Дагестана, Чечня, Ингушети, Адыгей, Карачай-Черкеси, Ставрополь Ен, Краснодар Ен, Кабарда-Балкари, Çурçĕр Осети, Ростов облаçĕн территорипе пырать. Çул управленийĕ Ростов-Тан-çинчи хулара вырнаçнă.
Çулăн пахалăвĕ
тӳрлетÇул шутне 2005 çул тĕлне Грозный, Краснодар, Махачкала, Минерал Воды тата Ростов уйрăмĕсем, çаплах Владикавказ ача-пăча чукун çулĕ тата Çурçĕр-Кавказ ача-пăча чукун çулĕ (Ростов-Тан-çинчи) кĕреççĕ. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ 6315,9 км, ĕçтешĕсен йышĕ — 80757 çын, чарăнусен шучĕ — 403 (вĕсенчен 281 япала турттараççĕ). Çул пуçлăхĕ — Владимир Николаевич Голоскоков.
Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ питĕ кирлĕ транспорт ĕçне пурнăçа кĕртет, турттармалли япаласене Раççейĕн хура тинĕс порчĕсене: Туапсе, Новороссийск çитерет. Пĕтĕм Раççейшĕн çуллахи тата кĕрхи сезонра пассажирсене Сочи, Туапсе, Анапа, Кисловодск, Ейск, Горячий Ключ курорчĕсене турттарасси.
Çулăн паллă çыхăчарăнусем: Ростов-Главный, Хапры, Кизитеринка, Батайск, Лихая, Тихорецкая, Кавказская, Армавир, Минеральные Воды, Прохладная, Георгиевск, Гудермес, Крымская, Тимашевская, Краснодар, Белореченская, Кривенковская, Сальск.
Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕн хăш чарăнăвĕсем:
- Ростов-Главный чарăнăвĕ — Ростов-Тан-çинчи хула;
- Кавказская чарăнăвĕ — Кропоткин хула;
- Кубанская чарăнăвĕ — [[Новокубанск] хула];
- Каменская чарăнăвĕ — Каменск-Шахтинский хула;
- Каяла чарăнăвĕ — Самарское чиркӳ ялĕ;
- Лихая чарăнăвĕ — Лиховской пос;
- Хаджох чарăнăвĕ — Каменномостский пос;
- Сулин чарăнăвĕ — Красный Сулин хула;
- Шахтная чарăнăвĕ — г.Шахты хула;
- Протока чарăнăвĕ — Славянск-Кубань-çинчи хула;
- Ахтари чарăнăвĕ —Приморско-Ахтарск хула;
- Расшеватка чарăнăвĕ — Новоалександровск хула;
- Аполлонская чарăнăвĕ — Новопавловск стан;
- Гречишкино чарăнăвĕ — Тбилисская стан;
- Милованово чарăнăвĕ — Казанская стан. веб-сайчĕ(ĕçлемен каçă);
- Уманская чарăнăвĕ — Ленинградская стан;
- Атаман чарăнăвĕ — Егорлыкская стан;
- Муртазово чарăнăвĕ — Терек хула;
- Богословская чарăнăвĕ — Кочубеевское чиркӳ ялĕ;
- Двойная чарăнăвĕ - Орловский пос..
Çулăн кун-çулĕ
тӳрлетÇурçĕр Кавказра çул тăвас ĕç 1861 çулта Шахтная — Аксай йĕрĕнчен пуçланать. Кайран Зверево — Шахтная (1871), Аксай — Ростов (1875), Ростов — Владикавказ (1872—1875), Тихорецкая - Екатеринодар - Новороссийск (1884—1888) пайĕсене тунă. Порт тинĕс хĕрнелле тухнăранпа экспорта тырă турттарасси ӳсет, çак вара çула аталанма хăват парать. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче эксплуатацие Кавказская — Краснодар (1901), Батайск — Азов, Сосыка — Ейск, Армавир — Майкоп (1911), Белореченская — Туапсе (1912), Краснодар — Ахтари, Крымская — Тимашевск — Кущевка (1914), Батайск — Сальск, Прохладная — Гудермес (1915), Палагиада — Винодельное (1916) пайĕсене кĕртнĕ. 1917 çулхи юпа уйăхĕнче çулсен пĕтĕм тăсăлăвĕ 5000 çухрăма çитет. XX ĕмĕрĕн 20-мĕш—40-мĕш çулĕсенче чукун çулăн Туапсе — Сочи (1923), Сочи — Адлер, Мацеста (1927), Петровское Село — Благодарное (1928), Винодельное — Дивное, Ростов — Хапры, Комсомольская — Нефтегорск, Майкоп — Хаджох (1931), Лабинская — Шедок (1940) пайĕсене ĕçе кĕртнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çинче Гудермес — Аçтăрхан (хула) тата Адлер — Сухуми (1942), Крымская — Старотитаровка (1944) пайĕсене хута янă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Дивное — Элиста (1969), Зверево — Краснодонская (1971), Анапа — Юровский (1977), Краснодар — Туапсе (1978) пайĕсене, Ростов çыхăвĕн анăç иртĕвĕ, Благодарное — Будённовск (1987), Песчанокопская — Красная Гвардия (1989), Батайскăн анăç (1990), Лихая чарăнăвĕн тухăç иртĕвĕсене (1991) ĕçе янă.
Çула Ленин орденĕпе чысланă (1984).
Хальхи тапхăр
тӳрлетÇул 2007 çулта 80 млн т япала турттарнă, 2006 çулхипе танлаштарсан, ку 10 % ытларах[1]
2009 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче 2005 çултанпа 4,2 млрд тенкĕ тăкакласа тунă çĕнĕ Мăн Новороссийск тоннелĕпе пуйăссене янă[2][3]. Халĕ юнашар Кĕçĕн Новороссийск тоннельне тума пуçлаççĕ, кивĕ Мăн тоннельне реконструкцилеме тытăнаççĕ. Пур тоннельне туса пĕтерсен, çулсем пĕр енлĕ пулаççĕ. Новороссийск тоннелĕсем
Сочири чукун çул япала картисене реконструкцилеме тата çĕнĕрен тума палăртнă.[4] Çак вăхăта Адлер-Туапсе пайĕнчи çула икĕ йĕрлĕ тумалли ĕçсем пыраççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ //www.dp.ru/krasnodar/news/transport/2008/01/22/255993/ «ÇКЧÇ турттарăва 10 % ӳстерчĕ», Деловой Петербург 2008, кăрлач, 22
- ^ Долгая ночь в тоннеле, gudok.ru, 19.05.2009
- ^ По новому тоннелю на СКЖД начали ходить поезда(ĕçлемен каçă), rosbalt.ru, 2009/05/22
- ^ СКЖД приступила к строительству в Сочи первого грузового двора, rbc.ru, 18.09.2008 2016 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Çул схеми(ĕçлемен каçă)
- ÇКЧÇ УАО «РЖД» сайтĕнче