Çулĕç Анатолий Степанович

Çулĕç Анатолий Степанович (чăн хушамачĕ Отачкин, 1907, утă, 12, Çĕрпел ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) — 1970, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи.

Анатолий Çулĕç
Çуралнă чухнехи ят: Отачкин Анатолий Степанович
Çуралнă вăхăт: 1907, утă, 12
Çуралнă вырăн: Çĕрпелялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енри Вăрнар районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1970
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Кун-çулĕ тӳрлет

1907 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралнă.

Канаш педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Чăваш педагогика институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ, Чăваш АССРĕн çутĕç министерствинче ĕçленĕ. Çавăн пекех ССКП облкомĕн шкул пайĕнче, Чăвашпатизĕн вĕренӳ кĕнекисен пайĕнче ĕçленĕ.

1970 çулта Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Сăвăсем çырнисĕр пуçсăр вăл чăваш челхипе литературине верентмелли вĕренӳ кĕнекисене çырнă. Сăвăсене вăл ытларах ачасем валли çырнă.

В. Шупуççыннин «Еркĕн» поэмине, И. Караттай, М. Нямань тата ытти сăвăçсен сăввисене аван тишкернĕ.

Ун сăввипе С. Максимов кĕвĕленĕ «Çăпата» юрра халĕ те юрлаççĕ.

Каçăсем тӳрлет