Çирĕктăрри
Çирĕктăрри | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||
|
||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||
Carduelis spinus (Linnaeus, 1758) | ||||||||||||||
|
Çирĕктăрри (лат. Carduelis spinus[1]) — çерçи ушкăнĕнчи вьюрков çемйине кĕрекен юрлакан кайăксен тĕсĕ.
Кĕлетке тăршшĕ 12 см яхăн, 12—14 г. таять.
Çутçанталăкри ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетЕвропăпа Азин вăрманĕсенче пурăнать, лăсăллă вăрмансене тата сăртлă вырăнсене уйрăмах килĕштерет.
Крымра, Кавказра тата Казахстанра тĕл пулать.
Çулла мăшăрлă пурăнать; кĕр енне пысăк е пĕчĕк касăвĕсене пуçтарăнать. Хĕлле ушкăнĕсемпе аяк мар çĕре касăсемпе куçса çӳрет, уйрăмах юханшыв айлăмĕсенчи çулçăллă чăтлăхсене юратать. Çирĕктăррин кĕрхи вĕçсе каясси авăн уйăхĕн вĕçĕнче тапранать, çапах та çирĕктăррисен хăшĕсем Раççейĕн вăтам ярăмĕнчи, çурçĕр енчи те пăрланман юханшывĕсен çумĕнче хĕл каçма юлать.
Кăпшанкăсемпе (курăк пыйтипе тата урăх вĕтĕ кăпшанкăпа) тата лăсăллă тата çулçăллă йывăç тĕшшисемпе апатланать; кĕр кунĕсенче хурăнпа çирĕк тĕшшисене астивет. Çирĕктăррисем çӳллĕ йывăçсен тăррисенче лараççĕ, çĕр пичĕ çине сайра анаççĕ.
Йăвисене чăрăшсем е хырсем çинче çавăрать. Йăвана çинçе туратсенчен, курăксенчен, лишайников тата мăксенчен, çĕр çийĕнчен 10 м çӳллĕрех питĕ вăрттăнла пытарса тăвать.
Çăмартисем (4-6 шутлă) шупкал-синкер-симĕс тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемпе йĕр турчĕсем пур. Вĕçен кайăк пĕр çулта пĕр хут икĕ хут хурать: акара тата çĕртме вĕçĕнче. Çăмартисене ами 12 кун хушшинче пусма ларать. Чĕпписене хурт-кăпшанкăсемпе тăрантарать, уйрăмах çара лĕпĕш хурчĕсемпе, пĕчĕк лĕпĕшсемпе.
Çирĕктăррисене читлĕхре юрлаттарасшăн тытса усраççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Кивелнĕ латин ячĕсем — Chrysomitris spinus и Spinus spinus.
- ^ Кĕнери ӳкерчĕк: Naumann J.F. Naturgeschichte der Vögel Mitteleuropas. — Gera, 1900. — Band III. — Tafel 35. (Естественная история птиц Средней Европы.)
Каçăсем
тӳрлет- Çирĕктăрри 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çирĕктăрри Пысăк совет энциклопедийĕнче.
- Позвоночные животные России: Чиж 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.