Citizendium
2006
Citizendium: The Citizens' Compendium | |
Хăйсен чăн ячĕпе ĕçлекен энтузиастсемпе экспертсен уçă проекчĕ. акăл. The general public and experts collaborate, using their real names. A new knowledge society. | |
![]() | |
URL: | http://en.citizendium.org/ |
---|---|
Коммерци: | çук |
Сайт тĕсĕ: | Тетел-энциклопеди |
Регистраци: | Кирлех мар (страницăсене редакциленĕ чухне кирлĕ) |
Чĕлхе(сем): | Акăлчан чĕлхи |
Харпăрçă: | Ларри Сэнгер |
Автор: | Ларри Сэнгер |
Ĕçе пуçланă: |
юпа, 23 - 2006 (pilot) пуш, 25 - 2007 (public) |
Хальхи статус: | Beta |
![]() |
Citizendium, Ситизендиум (акăл. a citizens' compendium of everything — выр. граждансен пурин пирки хыпар кĕнеки) — 2006 çулхи авăн, 15 Википедие тăваканĕн — Ларри Сэнгерăн — сĕнĕвĕпе пуçарса янă проект. Акăлчан Википеди версине никĕсе хурса, информаци чăн тĕрĕслĕхне экспертсене йыхравласа, çаплах авторсен пайăр явалăхне хăпартса тунă проект шутланать.
Проектăн тĕп шухăшĕсемПравить
Citizendium проектра ĕçлес умĕн кашни автор хăйĕн чăн ятне пĕлтерет, хăйĕн çинчен каласа парать.
Ĕç чĕлхисемПравить
Хальхи вăхăтра — акăлчанла çеç. Темиçе чĕлхе турачĕллĕ проект тăвас ыйтăва хускатса сӳтсе яваççĕ.
Citizendium шаблонĕсемПравить
Хальхи вăхăта Citizendium проектра шаблон йышĕ сахал, анчах та вĕсене Википедирен илсе лартма ансат.
Citizendium проектри категорисемПравить
Хальхи вăхăта Citizendium проектра категори йывăççине кирлĕ чухле аталантарман, çак чĕрĕ ыйтăва Citizendium канашлăвĕнче пĕрмаях хускатаççĕ.
Кун-çулĕПравить
Пилотлă проектПравить
Проекта Сэнгер 2006 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче, Берлинри Wizards of OS 4-меш конференцинче анонсăланă.[1][2] Анчах та 2006 çулхи юпан 2-мĕшĕнче Сэнгер çĕнĕ тули функциллĕ вики-проекта «пĕр-икĕ» уйăхран ĕçе ярасси пирки пĕлтернĕ.
Проекта хăвăртрах хута ярас тĕллевпе, 2006 çулхи юпа, 2 Citizendium канашлăвĕн модераторĕ Питер Хитчмоу «Альфа-тĕрĕслеве» сĕннĕ. Хитчмоу Википедири темиçе статьяран Citizendium канашлăвне хутшăнакансем Википедири пĕтĕм уйрăма çырса илмелли сайт çинелле турат яма сĕннĕ.
Лари Сэнгер çак ĕмĕтпе хавассăн хапăлланă, вăл пĕрремĕшĕ ĕçлекен Textop wiki технологие альфа-тĕрĕслев валли сайт тума каланă. Каярах Сэнгер каланипе, Textop — ытла аванах мар, анчах та малашне çавăнпах кăсăкланнă. Вăл кăштах чаракланă wiki-технологипе ĕçлеме кăмăл тунă та малалла сӳтсе явма ыйтнă.
Википеди туратланăвĕПравить
...
Çавăн пекех пăхăрПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ Larry Sanger. «Citizendium launch plan as of September 26», Citizendium-l mail list, September 27 2006.
- ^ WOS video stream containing Sanger’s announcement(ĕçлемен каçă)
КаçăсемПравить
- Citizendium.org
- Citizendium.org — открывшаяся английская версия проекта Citizendium
- Citizendium Blog
- Citizendium discussion list and archives
- Citizendium forums
- «Larry Sanger’s essay: Toward a New Compendium of Knowledge» (longer version) Архивленĕ 11 Юпа уйӑхӗн 2006 çулта. September 15, 2006