18-мĕш çар (СССР)

18-мĕш çарТăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен пайĕ.

Пĕрремĕш хут йĕркелени

тӳрлет

1941 ç. çĕртме уйăхĕнче Харьков тата Кейӳ ятарлă çар тăрăхĕсен тытăмлăхĕсен никĕсĕнче йĕркеленĕ. Çар шутне 17-мĕш стрелок корпусĕ (96-мĕш, 60-мĕш ту-стрелок тата 164-мĕш стрелок дивизисем), 16-мĕш механикăланă корпус (15-мĕш тата 39-мĕш танк тата 240-мĕш моторланă дивизи), 64-мĕш тата 45-мĕш хутăш авиаци дивизисем кĕнĕ. 1941 çулхи çĕртме, 25 çара АТÇ Ставкин резервĕ шайĕнчен кăларнă та Кăнтăр фронтне куçарнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче çар 55-мĕш стрелок корпусĕпе, 10-мĕш тата 12-мĕш хӳтĕлĕх районĕсемпе хăватлатнă. 1941 çулхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче 18-мĕш çар фронтăн урăх çарĕсемпе пĕрле Украина çĕрĕсенче, Прутпа Днепр хушшинче, авăн уйăхĕнче — Днепрăн сулахай çыранĕнче çапăçнă.

Черниговка патĕнче хупăрлани

тӳрлет

Вермахтăн 1-мĕш Танк çарĕн юпа уйăхĕнчи çавăрса илев манёврĕ хыççăн, çар Черниговка посёлокĕ патĕнче хупăрлава кĕрсе ӳкет те чылай çухату тӳсет. Тыткăна 100 пинрен ытла хĕрлĕ çар çынĕ лекет. Çарпуçĕ, А. К. Смирнов генерал-лейтенант, 1941 çулхи юпа, 8 çапăçура пуçне хурать. 212 танка тата 672 артиллери кĕпçине çухатнă. [1]

Çарпуçлăхĕ

тӳрлет

Çарпуçĕсем:

Вăрçă канашĕн пайташĕсем:

  • корпус комиссарĕ Николаев Т. Л. (çĕртме- çурла, 1941 ç.);
  • бригада комиссарĕ Миронов А. М. (çурла-юпа, 1941 ç.);
  • дивизи комиссарĕ Жуков И. И. (юпа-чӳк, 1941 ç.);
  • бригада комиссарĕ Кузин А. С. (чӳк, 1941 ç. — утă, 1942 с.);
  • А. П. Кириленко (чӳк, 1941 — ака, 1942)
  • бригада комиссарĕ Гольдштейн Я. В. (авăн, 1942 — кăрлач 1943);
  • полковник Комаров Г. А. (кăрлач, 1943 ç. — пуш, 1943 ç.);
  • генерал-майор Колонин С. Е. (ака, 1943 ç. — вăрçа вĕçлениччен).

Штаб пуçлăхĕсем:

  • генерал-майор Колпакчи В. Я. (çĕртме-юпа, 1941 ç.);
  • генерал-майор Леонович И. Л. (юпа-раштав, 1941 ç. тата кăрлач-ака 1942 ç.);
  • генерал-майор Баранов А. М. (раштав, 1941 ç. — кăрлач, 1942 ç.);
  • генерал-майор Иванов Н. П. (ака-утă 1942 ç.);
  • полковник Чирков П. М. (çурла-юпа 1942 ç.);
  • генерал-майор Ермолаев А. Г. (юпа-чӳк, 1942 ç.);
  • генерал-майор Харитонов А. А. (чӳк, 1942 ç. - кăрлач, 1943 ç.);
  • полковник Кристальный Н. С. (кăрлач-нарăс, 1943 ç.);
  • полковник, 1943 ака уйăхĕнчен — генерал-майор, Павловский Н. О. (нарăс, 1943 — пуш, 1944 ç.);
  • генерал-майор, 1943 ç. авăн уйăхĕнче — генерал-лейтенант, Озеров Ф. П. (пуш-авăн 1944 ç.);
  • генерал-майор Брилев Н. Г. (авăн, 1944 ç. — вăрçă вĕçлениччен).

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ (Paul Carell, «Hitler moves East», NY, Bantam Books, 1966., pp. 123—129)

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет