Щусев Алексей Викторович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнни: thumb|Щусев Алексей Викторович '''Щусев Алексей Викторович''', — вырăс архитектор. [[1873...
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

12:16, 8 Юпа уйӑхӗн 2007 вӑхӑтри верси

Щусев Алексей Викторович, — вырăс архитектор. 1873 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кишинёвра çуралнă. 1949 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ӳкерчĕк:Shchusev.jpg
Щусев Алексей Викторович

1941, 1946, 1948 тата 1952 çулсенче Сталин премине тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна Ленин орденĕпе, медальсемпе чысланă.

Кун-çулĕ

Амăшĕ — Мария Корнеевна Зозулина (хĕр чухнехи хушамачĕ), ашшĕ — Виктор Петрович Щусев. 1891-1897 çулсенче Л. Н. Бенуапа И. Е. Репинăн Ӳнер Академийĕнче вĕреннĕ. 1895 çулта Д. П. Шубин-Поздеев генерал вилни çинчен илсен унăн арăмĕ патне никамран та сĕнӳ илмесĕр эскизпа пынă, упăшкин вил тăпри çинчи палăкне ăçталама ăна хушма ыйтнă. Çапла вара Александр-Нева лаврĕнче тăваткал часовня вырнаçнă.

Ĕçĕсем

Алексей Щусев 200 ытла ăслăлăх ĕçĕсемпе статьясем çырнă.

Мускаври Хусан вокзалĕ те унăн ĕçĕ. Совет союзĕн ытти хулисенче те нумай вокзалсене проектланă.